Акцие пĕтĕмлетнĕ

22 Янв, 2016

РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Республикинчи управленийĕ çитĕнекен ăру валли йĕркелекен акцисене яланах хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть "Пирĕн ачасен сывлăхĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн" акцие пĕтĕмлетнĕ.

Управленин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕрхи тăватă уйăхра мероприятие Чăваш Енри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илекен 120 пине яхăн ача хутшăннă. Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хисеплеме вĕрентессине, наркотиксемпе явăçасран сыхлассине, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне пÿлессине тĕпе хураççĕ.

Акци вăхăтĕнче ирттернĕ уйрăмах паллă мероприятисен шутне çамрăк дзюдоистсен управлени Кубокĕшĕн ирттернĕ регион шайĕнчи турнирне, Наркотĕрĕслев органĕсем йĕркеленĕ Уçă алăксен кунне, наркополицейскисен автор проекчĕсене /"Сывă шкул", "Студентсен хушшинче профилактика ĕçне йĕркелесси" т.ыт.те/, право хуралĕн органĕсемпе пĕрле ирттернĕ операцисене /"Ачасем тата çемье" т.ыт.те/, республика шкулĕсенче вĕренекен ачасен хушшинче экспресс-тестировани йĕркеленине кĕртмелле. Çавăн пекех çул çитменнисем тата çамрăксем йышлă пухăнакан вырăнсенче наркотиксемпе тата психотроплă япаласемпе медицина тĕллевĕсĕр усă курнине тупса палăртас тĕллевпе час-часах тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: