Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне хатĕрлеме сĕнÿсем кĕтетпĕр

15 Янв, 2016

Çулталăкăн тĕп документне - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăва - хатĕрлес ĕç малалла пырать.

Çыру 2016 çулхи тĕп тĕллевсене тата акцентсене палăртĕ. Регион ертÿçи экономикăна ÿсĕм тăрăмĕнче тытса тăрас тата халăх пурнăçĕн пахалăхне япăхлатас мар тесе мĕн тумалли çинче тĕплĕн чарăнса тăрĕ.

Çак документра ЧР Министрсен Кабинечĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен малашлăх ĕçĕн векторĕсене те палăртĕç. Çырăва хатĕрленĕ чухне йăлана кĕнĕ тăрăх республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин ытти институчĕн шухăш-сĕнĕвне те шута илĕç.

Сĕнÿсене çак адреспа: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10 çурт, электронлă почтăпа: pres5@cap.ru, analit1@cap.ru, analit9@cap.ru /«Çырăва хатĕрлеме» тесе паллă тумалла/, çавăн пекех çак телефонсемпе: /8352/ 64-20-30 хушма 2084, 64-20-30 хушма 2085 - йышăнаççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ.

Теги: