Çĕнĕ çулта - çĕнĕ паллашусем

12 Янв, 2016

Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисем валли Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă тĕлĕнмелле проектсем хатĕрленĕччĕ. Республика тĕп хулинче Асамлăх академийĕ хăйĕн алăкне яр уçрĕ, Çĕнĕ çул бульварĕ те хăнасене йышăнчĕ.

Республикăра Çĕнĕ çула мĕнле кăмăлпа кĕтсе илнĕ-ха? Хĕллехи каникул вăхăтĕнче районсемпе тата хуласемпе паллашмашкăн ятарлă проект - «Чăваш Ене Умкăпа пĕрле тĕпчетпĕр» - хатĕрленĕччĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкар хулине, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне районĕсене илсе çитерчĕ.

Кăрлачăн 3-мĕшĕнче Çĕнĕ çул кĕрекине Сĕнтĕрвăрри районĕ йыхравларĕ. Мероприятисем унти купсапа мещен тата хресчен кил-çурчĕн музейĕнче иртрĕç. Вăрман Пилемĕчри Татьяна Ефимовăн халăх ремеслине аталантарас енĕпе ĕçлекен пултарулăх мастерскойĕнче хĕртнĕ тăмран сувенир тума, Нарат Чаккинчи Даньковсен «Сире кĕтекен çуртра» хуран кукли, пÿремеч пĕçерме вĕрентрĕç. Шуршăлти СССР космонавт летчикĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ Мемориал комплексĕнче тĕнче уçлăхĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕç.

Кăрлачăн 4-мĕшĕнче хăнасене Етĕрне районĕ йышăнчĕ. Унти «Сурские зори» турист базинче лашапа ярăнма май пулчĕ. Çунашкапа сăрт çинчен çил пек вĕçсе анни ачалăха аса илме пулăшрĕ. Унсăр пуçне районăн ÿнерпе таврапĕлÿ музейĕ, СССР халăх артисчĕн Н.Д.Мордвиновăн музей-çурчĕ те йышăнчĕ. Хĕл Мучин Тури Ачакри резиденцийĕнче хатĕрленĕ «Хресченĕн хĕллехи йăпанăвĕсем» программа та кăсăклантарчĕ.

Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Станьяль этнокомплексĕнче хăнасене хапăл кĕтсе илчĕç. Пултарулăх ярмăрккинче наци апачĕ, тетти-сувенирĕ, халăх коллективĕсен юрри-ташши савăнтарчĕ.

Район центрĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт» музейра «Непокорный монах» документлă фильм кăтартрĕç.

Тепĕр кун - кăрлачăн 6-мĕшĕнче - тĕп мероприятисем Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнче иртрĕç. Унсăр пуçне «Химик» культура керменĕнче шăпăрлансем, çавăн пекех аслисем валли пуян программа хатĕрленĕ.

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи хĕрарăмсен Тихвин Турă амăшĕн монастирĕнче Христос çуралнине мухтаса кĕлĕсем иртрĕç.

Хулари тĕп лапамра «Простоквашинăри хĕл» мультфильмри сăнарсем хуçаланчĕç. Вĕсемпе юнашар сăн ÿкерĕнме те май пулчĕ. Ачасемпе çамрăксем валли «Асамат» спорт шкулĕнче тĕрлĕ ăмăрту иртрĕ.

Н.СМИРНОВА.

Рубрика: 
Автор: