Ентешĕсем Юрий Ендеева манмаççĕ

12 Янв, 2016

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра тĕрлĕ турнир ирттересси йăлана кĕнĕ. Кунта ăмăртусем йĕркелеме майĕсем те пур. Ялта икĕ спортзал: шкулта тата культура çуртĕнче. Раштав уйăхĕн малтанхи кунĕсенче кунта Аслă Арапуç шкулĕнче вĕрентекенре ĕçленĕ Николай Кузьмина асра тытса волейбол турнирĕ иртрĕ.

Раштавăн 19-мĕшĕнче вара Аслă Арапуç тата Патăрьелти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕреннĕ, Чечняри çапăçусене хутшăннă Юрий Ендеева асăнса йăлана кĕнĕ турнир пулчĕ. Ăна Аслă Арапуç ял тăрăхĕпе шкул дирекцийĕн, вĕрентекенсен ашшĕ-амăшĕн, юлташĕсен, Шупашкарти «Страж» ятарлă тĕллевлĕ пай ĕçченĕсен пуçарăвĕпе 9-мĕш хут йĕркелерĕç.

Çарта десантник пулнă Юрий Иванович каярах тĕп хулари «Страж» ятарлă тĕллевлĕ пайра ĕçленĕ. Çичĕ хутчен Чечняра пулнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн нумай наградăна тивĕçнĕ. Анчах чире пула вăл пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Шкулта вĕреннĕ чухне те, каярахпа та чупас, кĕрешес, йĕлтĕрпе, велосипедпа ярăнас енĕпе, çынлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе палăрнă йĕкĕте манмаççĕ ентешĕсем, спецназовецсем. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.