Контрактсем çăмăлттайлăха каçармаççĕ
Эрне пуçламăшĕнче, республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура, патшалăх нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассипе, пулăшу ĕçĕсем пурнăçлассипе çыхăннă сферăри çитменлĕхсем пирки самай çивĕч калаçу пулчĕ. Михаил Игнатьев ку енĕпе йĕрке тума, контрактсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаннисенчен çирĕп ыйтма хушрĕ. Кам ĕç çине алă сулса усламшăн кăна çунать, кам такăнтарать? - çак ыйтусене хуравлама ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин заместителĕнчен - Тĕрĕслев тата общество хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕнчен Алексей МЕТЕЛКИНРАН ыйтрăмăр.
Алексей Игоревич палăртнă тăрăх - патшалăх, муниципалитет контракчĕсен условийĕсене пурнăçлассине патшалăх нушисем валли таварсем сутăн илесси, пулăшу ĕçĕсем пурнăçласси çинчен калакан саккун йĕркелет. Контракта саккасçă яваплăхĕпе пĕрлех унти обязательствăсене пурнăçламаншăн подрядчик явап тытассин условийĕсене те кĕртмелле. Вăйра тăракан саккун патшалăх контрактĕнче палăртнă ĕçсене пурнăçламаншăн явап тыттармалли мерăсемпе усă курмалли йĕркене çирĕп палăртать. Малалла вулас...
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать