Патшалăх пулăшăвне кашниех тивĕçет

25 Дек, 2015

2015 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу илес тĕллевпе 1339 /е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 31 сахалрах/ çын пынă. Ĕçсĕрлĕх статусне 233-ĕн е çав йышăн 17,4 проценчфĕ илнĕ. Вĕсен шутĕнче - 612 хĕрарăм /45,7 процент/, 16-29 çулсенчи 517 /38,6/ тата 14-18 çулсенчи 617 çамрăк /46,1/, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракан /пенсие тухмашкăн икĕ çул юлнă/ 29 çын /2,2/. Ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕ пур инвалидсен тÿпи - 0,9 /12 çын/, вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ хыççăн вырăн тупайманнисен 1,3 /17/ процентпа танлашать. Пулăшу ыйтнисен йышĕнче - юлашки ĕçрен хăйсен ирĕкĕпе кайнисем - 419-ăн /31,3 процент/, предприятие хупнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларнисем - 51-ĕн / 3,8/.

Центрăн кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕпе унăн директорĕ Геннадий Афанасьев паллаштарать. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.