Приматсем
•Çĕр çинчи чи пĕчĕк примат тесе карлик евĕр игрункăна калама йышăннă. Унăн пысăкăшĕ 11-15 сантиметрпа танлашать, 22 сантиметр тăршшĕ хÿрине шута илмесен.
•Упăтесем хăйсене тĕкĕр çинче курсан палласа илееççĕ.
•Пĕррехинче пĕр упăте I? тестне питĕ лайăх пурнăçланă, вăл вăтам ÿсĕмри американăн ăс-тăнĕпе танлашать.
•Таиландра çулсеренех çак чĕрчунсене апат-çимĕç уявĕ туса параççĕ. Храма икĕ пине яхăн упăтене илĕртеççĕ те вĕсене нумай-нумай улма-çырлапа тата пахчаçимĕçпе хăналаççĕ. Таиландра приматсене мĕншĕн юратаççĕ-ши? Сăлтавĕ питĕ кăсăклă. Çак чĕрчунсен çарĕ Рама турра тăшмана çĕнме пулăшнă иккен.
•Упăтесем нихăçан та шăнса пăсăлмаççĕ.
•Тулаш сăнне пăхсанах унăн кăмăл-туйăмне палăртма пулать: тăрăхласа кулни е çÿлти тутине тăсни - тарăху палли. Пуçне силлени те, хулпуççисене хускатни те çакнах систерет.
•Приматсен аçисем, арçынсем пекех, кукшаланаççĕ. Генетикăпа çыхăннă ку.
•Упăтесен кун-çулĕ вĕсен пысăкăшне кура тĕрлĕрен пулма пултарать: чи пĕчĕккисен - игрункăсен - 10 çултан иртмест, орангутансен вара - 57-60 çул.
•Хăйсен пушă вăхăчĕн ытларах пайне упăтесем пĕр-пĕрин тулаш сăнне тирпейлесе ирттереççĕ.
•Гориллăсем йăвара çывăрма юратаççĕ, уйрăмах амисем. Вĕсем çĕр çинче йывăç тураттисемпе çемçе çулçăсенчен хăйсене валли выртмалли вырăн хатĕрлеççĕ.
•Упăтен юратнă çимĕçĕ банан тени - йăнăш. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çак улма-çырлана тутанса та курман. Приматсен рационĕ тĕрлĕ енлĕ, вĕсем ÿсентăран кăна мар, чĕрчунсене те çиме пултараççĕ.
•Упăтесем ушкăнпа çÿреççĕ, кун пек вĕсене çимелли тупма çăмăлрах.
•Хăш-пĕр тĕсĕн хÿри питĕ хăватлă, вăл кĕлетке йывăрăшне тÿсме пултарать.
•Упăтепе этем пĕр евĕрлĕ пулин те пĕрремĕшне калаçма вĕрентеймĕн. Мĕншĕн тесен çак чĕрчунăн пуç миминче пуплев центрĕ çук.
Комментировать