Пĕрле - 60 çул ытла

22 Дек, 2015

Шупашкар районĕнчи Паçпак ялĕнче пурăнакан Михаил Григорьевичпа Глафира Федоровна Григорьевсем пĕлтĕр хăйсен кевер чул туйне сăпайлăн палăртнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ иккĕшĕн те çăмăл иртмен. Глафирăпа пĕрле çемьере икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕннĕ.

- Шăллăм çичĕ çулта чухне ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Чире пула анне те çамрăклах çĕре кĕчĕ. Эпĕ виçĕ хĕртен чи кĕçĕнниччĕ. Атте чирлетчĕ. Пĕр хушă ăна пăхрăм. Çавăнпа шкула текех каяймарăм. Атте мана хĕрхенетчĕ. Кĕçех тепре авланчĕ, - аса илчĕ Глафира Федоровна. - 1954 çулта Михаилпа пĕрлешрĕмĕр. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтертĕмĕр. Пурте çемьеллĕччĕ. Аслисем - Виталипе Геннадий - пирĕн хушăра текех çук ĕнтĕ. Владимирпа, Надеждăпа, вĕсен çемйисемпе, мăнуксемпе тата вĕсен ачисемпе тĕл пулсан савăнатпăр. Шел, ватăлатпăр. Икĕ уйăхран 83 тултаратăп. Фермăра 30 çул ытла сысна пăхрăм. Ураран резина атă кайман. Апатне те, шывне те кĕвентепе йăтнă. Алă-ура çавăнпах ыратать пулĕ, куç курми пулчĕ.

- Михаил Григорьевич, мăшăрна ĕçченлĕхне пула юратрăн-и?

- Тĕрĕссипе, авланма вăхăчĕ çитнĕччĕ ĕнтĕ. Пĕррехинче ман пата кÿршĕ каçрĕ те: «Эсĕ те, Миша, Глафира та пĕчченех. Сирĕн пĕрлешмелле кăна», - терĕ. Пĕр ялсемех пулсан та кун пирки нихăçан та шухăшламан. Тиркешмелли нихăш енчен те тупăнмарĕ те - килĕшрĕм вара, - мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса илчĕ М.Григорьев. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.