Çĕнтерĕве кĕрешÿре туптаççĕ

22 Дек, 2015

Спортсменсем генерал парнисемшĕн тупăшрĕç

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн пысăк керменĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешекен арçынсен хушшинче Раççей Геройĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ.

Чăваш Ен яланхи пекех сумлă хăнасене тараватлăн йышăнчĕ. Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Виктор Горбаткона, Раççей Геройĕсене Андрей Морозовпа Василий Тарасова, Умарпаша Ханалиевпа Вячеслав Бочарова, Олимп чемпионне Хаджимурат Магомедова, Олимп вăййисен бронза призерне Сергей Корнилаева, РФ спорт кĕрешĕвĕн президентне Михаил Мамиашвилине, РФ халăх ар­тистне Леонид Якубовича тата ыттисене кĕтсе илчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе малтан вĕсем Шупашкарти «Çĕнтерÿ» астăвăм комплексне çитсе курчĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса Çар Мухтавĕн палăкĕ умне чечексем хучĕç. Сăмах май, кăçалхи ăмăртăва вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă.

Спорт уявне пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

- Спортпа туслă çын вăйлă та хăюллă, унăн шухăш-кăмăлĕ çирĕп. Вăл пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме пултарать, кулленхи пурнăçра та малта пулма ăнтăлать. Хастар чĕреллисем çĕршыва хÿтĕлеме яланах хатĕр. Паттăррисем çак­нашкал ăмăртусенче çитĕнеççĕ, чунпа тĕрекленеççĕ. Вĕсене ирттерни питĕ пархатарлă ĕç, - терĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл çамрăксене патриот воспитанийĕ парас тата вĕсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕлĕшпе Раççейре тата Чăваш Республикинче чылай ĕç тунине каларĕ.

Спортсменсене Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов та ăнăçу сунчĕ. «Паянхи турнира кашни çул Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен вун-вун пăхаттир килнишĕн чун хĕпĕртет. Вăл кĕрешÿçĕсен юратнă ăмăртăвĕ пулса тăчĕ, çавăнпа эпĕ те кунта кашнинчех çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа васкатăп. Патвар çынна мĕн ĕлĕкрен хисепленĕ. Вăйлисем кăна тăван çĕршыва хÿтĕлеме пултараççĕ. Чăваш çĕрĕ паллă спортсменсене, вăрçăпа ĕç паттăрĕсене сахал мар çитĕнтернĕ. Çĕнтерĕве кĕрешÿре туптаççĕ», - терĕ пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр йĕркелÿçĕсемпе спортсменсене тав тунă май. РФ спорт кĕре­шĕвĕн президенчĕпе Михаил Мамиашвилипе РФ халăх артисчĕ Леонид Якубович та куракансемпе ăмăртăва хутшăнакансене ырă сăмахпа хавхалантарчĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.