Чăваш пики - пуласлăх хуçи

18 Дек, 2015

Мĕнре-ши чăваш вăйĕ? Тăванлăхра, çырура, юрăра, туслăхра. Тăван халăхăн вăйне чăваш хĕрарăмĕ упрать, аталантарать. Чăваш хĕрарăмĕ, чăваш пики, эсĕ - çĕршыв тыткăчи, çирĕплĕхĕ, тĕреклĕхĕ. Унăн хастарлăхĕ, паттăрлăхĕ, ĕçĕ, илемĕ малашлăха çул уçса, унăн туслăхне тата хăватне çирĕплетсе пыраççĕ. Чăваш наци конгресĕ шăпах çакна шута илсе йĕркелесе янă та республикăра «Чăваш пики» конкурса. Кăçалхи, тăххăрмĕшĕ, раштавăн 13-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ. Ăна Раççейри Литература çулталăкне тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне, çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă.

Конкурса хутшăнакансене - Диана Сосновăна /Елчĕк районĕ/, Анжела Анисимовăна /Йĕпреç районĕ/, Карина Григорьевăна /Тутарстан, Элмет районĕ/, Анна Кирилловăна /Шупашкар районĕ/, Елизавета Сергеевăна /Куславкка районĕ/, Ольга Зайцевăна /Канаш хули/, Анастасия Гурьевăна /Тăвай районĕ/, Мария Самделовăна /Патăрьел районĕ/, Олеся Никитинăна /Вăрнар районĕ/, Диана Карповăна / Комсомольски районĕ/, Марина Арсентьевăна /Çĕрпÿ районĕ/, Инесса Шашкинăна /Элĕк районĕ/, Анна Васильевăна /Красноармейски районĕ/, Ксения Федотовăна /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Виктория Тихоновăна /Муркаш районĕ/, Анастасия Матвеевăна /Етĕрне районĕ/, Наталья Портновăна /Чĕмпĕр облаçĕ, Чăнлă районĕ/, Ирина Романовăна /Хĕрлĕ Чутай районĕ/ - ăнăçу сунса Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тата ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев саламларĕç. Николай Федорович конкурсăн тĕллевне çапларах палăртрĕ: «Эпир - чăвашсем. Çак сăмахсене мăнаçланса тата савăнса калатăп, мĕншĕн тесен эпир ĕçчен, маттур халăх. Кун-çулăмăр та аслă та чаплă. Çак çĕр çинчен чăваш ан çĕттĕр тесен чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркесене çухатмалла мар. Çамрăк ăрăва чăн чăваш пулса çитĕнтермелле. «Чăваш пики» конкурс çак енĕпе тивĕçлĕ ĕçсем тăвать», - терĕ вăл.

Константин Геннадиевич вара «Чăваш пикин» вуннăмĕш юбилейлă çулĕнче республика тулашĕнчен килнĕ конкурсантсем ытларах пуласса шаннине палăртрĕ.

Пикесен пултарулăхĕпе ăсталăхне сумлă жюри - ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ, Чăваш наци конгресĕн муниципалитетсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Станислав Николаев /жюри председателĕ/, Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, 2013 çулта «Чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçи пулнă Алиса Чайникова, Наци телерадиокомпанийĕн ертÿçи Александр Магарин, ЧНКан экономикăпа предпринимательство комитечĕн членĕ Александр Капитонов, Сергей Казаков балетмейстер, Павел Вязов предприниматель - хакларĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.