“Хĕле йĕркеллĕ кĕтĕмĕр”, Анчах "лару-тăру питĕ çивĕч"
Çĕнĕ çул, професси уявĕ - Энергетик кунĕ - çывхарнине кура журналистсем ку тĕлпулура «Т Плюс» ПАОн вĕçленсе пыракан çулталăкри çитĕнĕвĕсем пирки калаçасса кĕтнĕччĕ пуль. Анчах кĕçнерникун 16 регионти - Ушкăн ĕçлекен анлă территорири - журналистсем валли ирттернĕ видеоконференцире энергокомпани ертÿçисем çивĕч ыйтусем çине пусăм турĕç.
Эпир хуласене хĕвел кÿретпĕр!
Чăн та, 2015 çула пĕтĕмлетнĕ май «Т Плюс» Ушкăн гендиректорĕ Борис Вайнзихер /сăнÿкерчĕкре/ сăмахне шăпах ăнăçусемпе паллаштарнинчен пуçларĕ. Çав шутра - компание чи пысăк «А??» кредит рейтингне пани, унăн облигацийĕсене Раççей Банкĕн ломбард списокне кĕртни. Ку генераци тата сбыт активĕсене пĕтĕçтерсе компание çĕнĕлле ăнăçлă йĕркеленине рынок лайăх йышăннине çирĕплетет.
Çĕнĕ хăватсем хута ярас енĕпе те курăмлă ĕçсем пур. Раштавăн 15-мĕшĕнче Свердловск облаçĕнче 460 МВт хăватлă ГРЭС хута янă. Вăл - кăçалхи çĕнĕ пĕртен-пĕр стройка мар. Кĕçех Оренбург облаçĕнчи Орскра хĕвел станцине хута ямалла. Хăвачĕ 25 МВт танлашать - Раççейре чи пысăккисенчен пĕри.
Çийĕнчен Оренбург тăрăхĕн Мускавпа çыхăннă журналисчĕсемшĕн савăнмалли те пулчĕ: Борис Феликсович палăртнă тăрăх - компани хăйĕн «хĕвеллĕ» программипе малалла ĕçлесшĕн, вăл унăн тăсăмĕ Оренбург облаçĕнчех пулассине систерчĕ. Çапла вара «Т Плюс» тăрăшнине кура Оренбург пирки Раççейĕн хĕвеллĕ тĕп хули теме те юрать.
Паллах, Борис Вайнзихер Çĕнĕ çул пирки те манмарĕ. МИХсен ĕçченĕсене тата хăйĕн ĕçтешĕсене уяв ячĕпе саламланă май Çĕнĕ çулта компани ĕçлекен мĕнпур региона ăшăпа çутă сунчĕ. Малалла вулас...
Комментировать