Чăваш Ен кăтартăвĕ чылай регионран лайăхрах

4 Дек, 2015

Чăваш Республики çынсене авариллĕ пурăнмалли çурт-йĕрсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе çĕршыври ытти регионсен хушшинче виççĕмĕш теçеткере. Ку кăтарту вăтам кăтартуран çÿллĕрех. Республика ертÿлĕхĕ умри йывăрлăхсене пăхмасăрах асăннă программăна пурнăçа кĕр

тме, патшалăх уйăракан укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курма тăрăшать. Паллах, софинансировани шучĕпе те республика хыснинчен пĕчĕк мар сумма тăкакланать.

Раççей Федерацийĕн Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви, асăннă программăн кураторĕ пулнă май, вăл регионсенче мĕнле пурнăçланнине çирĕп сăнаса тăрать. Çакна раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей министрĕ Михаил Мень регионсен представителĕсемпе ирттернĕ видеоконфереци те çирĕплетет. Чăваш Енри çак ведомствăн ĕç-хĕлĕпе Михаил Резников вице-премьер тата строительство министрĕ Олег Марков паллаштарчĕ.

 

Теги: