Хăтлă çурт-йĕр - ытларах

8 Ноя, 2015

ЧР Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин паян хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттерчĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту кăçал пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалли планпа пăхнă кăтартусене пурнăçласси пулчĕ. Строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх - çĕршывра кризиспа çыхăннă сăлтавсене пула çурт-йĕр хута ярасси палăрмаллах чакнă пулин те Чăваш Ен строителĕсем аван ĕçлеççĕ - çулталăк кăтартăвĕсем ăнăçлă пулмалла.

Канашлура республикăра пурăнакансен хĕллехи канăвне йĕркелес ыйтăва сÿтсе яврĕç, пĕтĕмĕшле лару-тăрупа Алла Салаева вице-премьер паллаштарчĕ. Çавăн пекех Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсенче палăртнă тĕллевсене пурнăçлас енĕпе муниципалитетсем мĕнле ĕçленине, РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ оперативлă канашлăвĕн йышăнăвĕсене мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакларĕç.

 

Автор: