Хăнасем пирĕн тăрăха килĕштерччĕр

27 Ноя, 2015

Республикăри туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи тата курав-ярмăркка ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пыракан канашсен ларăвĕсене пĕрле ирттернĕрен сÿтсе явмалли ытлах пулмасть те пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен. Сехет çурă яхăн тăсăлнă калаçу хĕрÿ пулчĕ. Ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. Унта икĕ ыйту пăхса тухрĕç: пĕри, паллах, туризмпа çыхăннă, тепри - курав мероприятийĕсемпе.

Пĕрремĕш ыйтупа ЧР культура министрĕн туризм енĕпе яваплă çумĕ Иван Иванов доклад турĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - туризм рынокĕ çултан-çул вăй илет. «Турфирмăсем кăçал 9 уйăх хушшинче 110 пин ытла çынна явăçтарнă. Вĕсем 617 млн тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 27 хăна çурчĕ, 20 санатори, тĕрлĕ ытти 21 организаци ĕçлет. Çапах туристсем ытларах пĕчĕк хăна çурчĕсемпе хостелсене суйласа илеççĕ. Тăвай, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенче экологи туризмĕ енĕпе çĕнĕ обĕектсем хута янă. Чăваш Енре «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль, командăсен Европа чемпионачĕ евĕр пысăк мероприятисем ирттерни туристсен йышне ÿстерет. Çав вăхăтрах çитменлĕхсем те пур. Калăпăр, Раççей туроператорĕсен реестрĕнче Чăваш Ен турагенствисем иккĕн кăна регистрациленнĕ. Вĕсен йышĕ 40 яхăн пулин те. Çакă туризм ĕçне хавшатать», - палăртрĕ докладçă. Иван Петрович Чăваш Енре тепĕр организаци - туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен центр - йĕркелеме, реклама ĕçĕ-хĕлне вăйлатма, туризм инфратытăмне çĕнетме сĕнчĕ.

Иван Моторин Чăваш Енĕн брендне туса хумаллине аса илтерчĕ. «Калăпăр, Чĕмпĕрте туризм мĕншĕн вăйлă аталаннă? Чылайăшĕ Ленинăн тăван тăрăхне çитсе курасшăн. Пирĕн ăна виççĕмĕш космонавтпа çыхăнтармалла мар-и?» - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Иван Борисович. Ку ыйтăва хускатсан сĕнÿ тата та пулчĕ: сăра, хăмла, Чапаев тата ытти те. Премьер-министр пурин шухăшне тимлĕ итлерĕ пулин те ача-пăча туризмне вăйлатасси çине пусăм турĕ. «Курса çÿрес туйăмлăха ача чухнех вăратмалла, çавăнпа хамăр ачасем валли тĕрлĕ экскурси ирттермелле, çĕнĕ маршрутсем уçмалла. Чăваш Ен çамрăкĕсем ытти региона çитсе кураççĕ-ха, унтис ем вара пирĕн пата пит килсех каймаççĕ. Мĕншĕн? Ку енĕпе те ĕçлесех çитерейместпĕр курăнать», - терĕ вăл. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.