Президент полкĕнче пулни ­- пысăк чыс, хисеп

20 Ноя, 2015

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Канашри сбор пунктĕнче

"Пире Раççее хÿтĕлеме шаннă!" ятпа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Çав кун РФ федерацин хÿтĕлев службин Мускаври Кремлĕн комендатурин Президент полкĕнче хĕсметре тăма тивĕçнĕ 10 каччăна служба вырăнне ăсатрĕç.

Вĕсен пурин те малтан çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ. Президент полкне кандидатсене суйланă чухне йăлтах шута илеççĕ-çке: вĕсен сывлăх тата кăмăл-сипетпе психологи тĕлĕшĕнчен çирĕп пулмалла* общество пурнăçне хастар хутшăнни, вĕренÿре, спортра пысăк çитĕнÿсем туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕрхи призыв вăхăтĕнче Чăваш Енрен РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăма хатĕрленнĕ 1220 çынран шăпах вĕсене, 10 яша, суйласа илни - пысăк чыс.

Акă Канаш районĕнчи Евгений Матвеев пĕчĕкренех футболла выляма, чупма тата турник çинче туртăнма юратать. Спортпа туслă пулни ăна Мускаври Кремлĕн комендатуринче те пулăшса пырĕ. Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Анисимов, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче 1-мĕш курсра вĕреннĕскер, Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе хăвăртрах пурнăçлас тесе академи отпускĕ илнĕ. "Вĕренĕве тăван тăрăха таврăнсан малалла тăсăп", - терĕ Президент полкне лекнĕшĕн савăннă каччă. Комсомольски районĕнчи Валерий Белкин мĕн пĕчĕкренех салтака кайма ĕмĕтленнĕ. "Пирĕн йăхра пурте çарта пулнă. Пограничник çарĕнче хĕсметре тăнă атте - маншăн яланах ырă тĕслĕх", - пĕлтерчĕ Хирти Сĕнтĕр йĕкĕчĕ. Вăл çулталăк иртсен çар службине контракт çырса малалла тăсма та хирĕç мар. "Эпир паян савăнатпăр та, кăштах хурланатпăр та. Ывăлăмăр Президент полкне лекни - пысăк чыс тата яваплăх. Эпир уншăн хĕпĕртетпĕр", - палăртрĕç Валерин амăшĕпе ашшĕ Светланăпа Владимир Белкинсем, ывăлне ăсатса яма килнĕскерсем. "Мускаври Кремлĕн комендатуринче салтак тивĕçне пурнăçласа таврăннă каччăсене куратăр-и: мĕнешкел патвар вĕсем! Çулталăкран эсир те çапла пулатăр", - призывниксен умĕнчен иртсе кайнă май сăмах хушрĕ ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.