«Асама» шанатпăр, çĕнĕ ятсем кĕтетпĕр

20 Ноя, 2015

Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен пĕрремĕш «Асам» кинофестивалĕ уçăлни çинчен иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ. Çак пулăм киноискусство енĕпе ĕçлекенсемшĕн çеç мар, куракансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, хаклă. Чăваш Енре пурăнакансем хăйсем çинчен ÿкернĕ, тăван халăх йăли-йĕркипе, культурипе, кун-çулĕпе çыхăннă фильмсем пăхасшăн пулни никама та иккĕлентермест. «Асам» пуçаруçисем çапла тăвасшăн та.

ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова фестиваль уçăлнă кун форума пухăннисене саламланă май çак шухăша палăртрĕ:

- Залра ларакансен хушшинче çамрăксем йышлă пулни савăнтарать. Çамрăксем пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ, çавăнпа сирĕн палăртнă тĕллевĕрсем те çывăх вăхăтрах пурнăçа кĕрессе шанатпăр, - терĕ вăл. - Раççей киноискусствине аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Ен çыннисем те хăйсен тÿпине хывнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсен варринче ентешĕмĕр Иоаким Максимов-Кошкинский ÿкернĕ «Сарпике», «Хура юпа» фильмсене республикăра çеç мар, Америка, Африка, Европăпа Ази çĕршывĕсенче те кăтартнă. Тăван Чăваш Ен Раççейĕпех паллă режиссерсемпе актерсене - Александр Хвана, Николай Мордвинова, Петр Вельяминова, Станислав Садальские, Анатолий Гущина, ыттисене - çитĕнтернĕ, пысăк çул çине кăларнă. Шупашкарта сахал йышлă халăхсен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальне ирттересси те йăлана кĕчĕ. Кăçалхипе саккăрмĕш хут йышăнтăмăр ăна. Çакна та палăртма кăмăллă: чăваш киноискусство ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ унта. Иртнĕ çул Андрей Васильев ÿкернĕ «Нарспи» фильм ятарлă парнене тивĕçрĕ. Шанса тăратăп: «Асам» кинофестиваль çĕнĕ ятсемпе палăрĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.