Чăваш каччи - черетлĕ çул çÿревре

19 Ноя, 2015

Никита Васильев Казахстан çеçен хирне курнă хыççăн Владивостока çитесшĕн

Чăваш велоçÿревçи Никита Васильев пирки эпир çырнăччĕ. 23 çулти яш 14 уйăхра çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çеç мар, Азербайджанри, Грузири, Арменири тĕрлĕ хулара пулса курнă. Икĕ кустăрмаллă ут çине лариччен вăл çуран çÿренĕ. Çапла Украинăпа Беларуçа курса çаврăннă, Кавказ çĕрĕнче пурăнакан халăхсен йăли-йĕркипе паллашнă Никита тепĕр çул çÿреве каяссине те пĕлтернĕччĕ. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăл çула тухнă. Тĕллевĕсем пысăк унăн: каччă Казахстан çеçен хирĕпе киленсе Узбекистана, Таджикистана, Кăркăсстана çитесшĕн. Унта хĕл каçнă хыççăн Байкал тăрăхне кайса курасшăн. Çĕпĕр урлă Владивостока çул тытма палăртнă вăл.

Çул çÿреве тухни пĕр уйăх иртрĕ. Çак вăхăтра Никита кÿршĕ республикăсенчи чылай хулара пулса курнă. Çул ăçталла выртни çинчен яш «Контактри» хăйĕн страницинче, ушкăнра çырсах тăрать. Çапла майпа вăл кашни хулара çĕнĕ юлташсем тупать. Çитес кунсенче Никита ăçта каяссине пĕлекенсем ăна хăнана йыхравлаççĕ. Çул çÿревĕн пĕрремĕш каçне Мари вăрманĕнче ирттернĕ вăл. Çула чи кирлине çеç илнĕ: апат пĕçермелли хуран, ăшă тум, шăрпăк, хунар... тата телефон. Унпа усă курса Интернета сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарать Никита.

Пĕрремĕш кунхине 90 километр парăнтарнă вăл. Сăмах май, унăн рекорчĕ - 245 километр. Инçе çула тухма нихăçан та çăмăл мар. Никита та организм тÿрех хăнăхманнине пĕлтерет. Апла пулин те пĕр талăк çурăра вăл 180 километр хыçа хăварнă. Хусана кĕрсе тухнă хыççăн малалла вĕçтернĕ. Шăпах çак вăхăтра çанталăк хĕл енне сулăнчĕ, пĕр хушă сивĕ тăчĕ. Ун чухне çăмăлах килмен яша. «Ир енне савăтри шыв та пăрланать», - палăртать яш. Тутар Республикинчи Мамадыш хулине çитиччен пылчăк ашнă Никита Елабугăна çул тытнă. Унта вăл хулапа çывăхрах паллашнă. Ун хыççăн кÿршĕ республикăн тепĕр хулине - Заинска - кĕнĕ. Чăваш каччине вырăнти культура çуртĕнче хăйĕн çул çÿревĕ çинчен каласа кăтартма йыхравланă. Юлашки хут кинотеатра хăçан кайнине ас туманскер Альметьевскра кино курма кайнă. Бугульмара та ăшшăн кĕтсе илнĕ чăваш çĕрĕнчен пынăскере. Вырăнти больницăра сывлăхне тĕрĕслеме сĕннĕ.

Халĕ Никита Тутарстанпа кăна мар, Пушкăрт Республикипе те сыв пуллашнă. Унта вăл чăваш ялне те çитсе курнă. Суук-Чишмара хапăл тусах кĕтсе илнĕ ăна. Велоçÿревçĕ вырăнти историпе культура центрне кĕрсе курнă, «Шевле» ансамблĕн репетицийĕнче пулнă. Никита çинчен маларах вуласа пĕлнĕ велосипедистсем те хăнана тарават. Яш Салаватра хула курма вĕсемпе экскурсие те тухнă.

Кун иртет те каç пулать. Шупашкар каччи Никита Васильев вара икĕ кустăрмаллă учĕпе километр хыççăн километр парăнтарать. Хăй чăваш пулнипе мухтанать вăл. Çакна тĕрлĕ халăх çыннине пĕлтерме, пирĕн халăх çинчен ыттисене каласа кăтартма тăрăшать. Çул çÿрев чылай çĕннине пĕлме пулăшать. Ку Никитăн пурнăç тĕллевĕсенчен пĕри-çке-ха. Эппин, ăна ăнăçу сунар.

Ирина КОШКИНА.

Рубрика: