Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен пĕрремĕш "Асам" кинофестивалĕ уçăлчĕ

16 Ноя, 2015

Паян Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен пĕрремĕш "Асам" кинофестивалĕ уçăлчĕ. Йĕркелÿçисем - ЧР Кинематографистсен союзĕ тата ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви.

Фестиваль пуçаруçисен тĕллевĕ пархатарлă: киноискусствăри пултаруллă çынсене тупса палăртасси, чăваш киностудийĕсен çитĕнĕвĕсене халăхра сарасси. Конкурса тăратнă ĕçсене тĕрлĕ номинаципе пахалĕç. Кинофильмсем кăтартнисĕр пуçне картинăсене пахалĕç, ăсталăх класĕсем, презентацисем ирттерĕç.

ФОТОРЕПОРТАЖ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: