Вăй-хала шеллемесĕр тăрăшаççĕ пулин те...

11 Ноя, 2015

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 16489 çын пурăннă. Шурă халатлисем кашнин сывлăхĕшĕн яваплă. Район центрĕнчи Иван Васильевич Игнатьев тĕп врач пуçаруллă ертсе пыракан тĕп больницăра тăрăшакансем халăх сывлăхне çирĕплетессишĕн вăй-хала шеллемеççĕ. Чирлисене 5 уйрăмра - терапи, хирурги, ача-пăча, реанимаци, инфекци - талăкĕпех сиплеме - 60, кăнтăрлахи стационарта сыватма пĕлтĕр 33 вырăн /2013 çулта 26 пулнă/ хатĕрленĕ. Ултă ялта - Атнарпа Сĕнтĕкçырминче, Штанашпа Тралькассинче, Хĕрлĕ Чутайпа Мишеркассинче - пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем 400 çынна куллен йышăнма пултараççĕ.

Врачсем 2011 çулта вăтамран - 20686, 2012 ç. - 21240, 2013 ç. - 26436, пĕлтĕр 27010 тенкĕпе уйăхри ĕç укçи танлашнă. Çак тапхăрта вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсен шалăвĕ 10765-рен 14234,8, кĕçĕн персоналăн 4672-рен 10155,1 тенке çитнĕ.

- Медучрежденире 37 тухтăр, вăтам сыпăкри 142 персонал вăй хурать. Медицина пулăшăвĕ парас ĕçре пахалăха лайăхлатма кадр ыйтăвне татса парассишĕн çине тăрсах ĕçлетпĕр. Федерацин «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр виçĕ çамрăк специалист - хирург, дерматовенеролог тата педиатр - килчĕç, - тет тĕп врач заместителĕ Людмила Кчеткова. - Врачсенчен 4-шĕ - аслă, 8-шĕ - пĕрремĕш категориллĕ. Медработниксен вара 60,6 проценчĕн категори пур. Пурте сертификат илнĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.