Институт малаллах талпăнать

30 Окт, 2015

Федерацин «Чăваш ялхуçалăх наука тĕпчев институчĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн /Çĕрпÿ районĕ, Сăнав поселокĕ/ коллективĕ Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет-ха? ПБУ директорĕ Андрей Анатольевич ФАДЕЕВ хуравлать.

- 2015 çул пуçламăшĕнче учреждени пуçаруçи улшăнчĕ. Халĕ вăл - Раççей Федерацийĕн Наука организацийĕсен агентстви. Институт тĕллевĕсем малтанхи пекех: ялхуçалăх культурисен агротехникине, селекцине, çĕнĕ вăрлăхсем сăнаса кăларас ĕçе лайăхлатасси. 2010 çулта Çĕрпÿри хăмла институтне пĕтерсе пурлăхне учреждение пачĕç, унăн тĕллевĕсене пурнăçлама пире хушрĕç.

- Хăмла енĕпе лайăххи мĕн пур?

- Кăçал вăл /13 гектар/ чылай çул пулман тухăç пачĕ: кашни гектартан 21 центнер. Отрасле Раççей программине кĕртсе аталантарасса шанатпăр. Патшалăх та пулăшасса кĕтетпĕр. «Симĕс ылтăн» пухмалли комбайнсене, ăна типĕтмелли сушилкăна юсарăмăр, икĕ гектар çинчи лаптăксене йĕркене кĕртрĕмĕр.

- Хăмла сутрăр-и? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.