Çĕр-çĕр тонна тавара тĕп тунă ĕнтĕ

21 Окт, 2015

Контрабанда, тĕрĕсрех каласан - таварсене чикĕ урлă вăрттăн, саккунсăр илсе каçни, яланах тата пур çĕрте те пулнă. Кирек хăш патшалăх ку пулăмпа кĕрешет пулин те. Çак пулăмăн «тымарне» тĕппипех кăклама ниепле те май килмест. Ара, кунашкал услам ытла та пысăк тупăш кÿрет-çке, çитменнине нимĕнле пошлина та, акцизсем те, налук та тÿлемелле мар.

Раççейре укçа, хĕç-пăшал, наркотиксен тата наркăмăшлантаракан япаласен, культура пурлăхĕн, сайра тĕл пулакан чĕрчунсен контрабандишĕн уголовлă майпа айăплаççĕ.

Тĕрĕссипе, апат-çимĕç таварĕсемшĕн явап тыттармаççĕ. Кунашкал тавар кÿме пултаракан сиенлĕхе вара наркăмăшпа кăна танлаштарма пулать-тăр - саккунсăр майпа илсе килнĕ тавара никам та тĕрĕслемест. Контрабанда продукчĕсем урлă тĕрлĕ хурт-кăпшанкă тата чир-чĕр сарăлас хăрушлăх та çав тери пысăк.

Санкци витĕм кÿнĕ

Европа Пĕрлĕхĕн çĕршывĕсем, Канада, Австрали, АПШ тата Норвеги санкцийĕсене хирĕçле 2014 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа Раççей йышăннă экономика мерисем /асăннă çĕршывсенчен апат-çимĕç илсе килме чарнă/ вăя кĕнĕ хыççăн контрабанда вăй илни - куçкĕрет.

Апат-çимĕçпе эмбарго пуçланнăранпа Россельхознадзор ĕçченĕсем Раççее саккуна пăсса илсе килнĕ вуншар пин тонна продукци тупса палăртнă. Чăннипе, чăн калăпăша палăртма та йывăр. Мĕншĕн тесен Беларуçпа тата Казахстанпа Раççейĕн чикĕсем административлă шутланаççĕ, унта пограничниксем те, таможенниксем те çук. Çĕршывăмăра вара шăпах çак маршрутсемпе Европа продукцийĕ çитет. Малалла вулас...

Надежда Васильева,

Россельхознадзорăн республикăри

управленийĕн ĕçченĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.