Кăмакара çунтарнă

21 Окт, 2015

«Кăçалхи тăхăр уйăхра ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕ 299 преступление тупса палăртнă. Уголовлă ĕç пуçарнă вăхăт тĕлне вунă килограмм ытла наркотик, çак шутра мăкăнь улăмĕ, героин, марихуана, гашиш, синтетика хутăшĕсем, туртса илнĕ», - пĕлтерет управленин пресс-служби.

Ятарласа йĕркеленĕ комисси - унăн йышне ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен, Сывлăх сыхлавĕн министерствисен, управленин хăрушсăрлăх ушкăнĕн представителĕсем тата ыттисем кĕнĕ - сăнаса тăнипе саккунсăр çак «тупрана» тĕп тунă. Кăмакара преступниксенчен кăçалхи май-сентябрь уйăхĕсенче туртса илнĕ 20 килограма яхăн наркотике çунтарса янă. Çак виçе аллă уголовлă ĕçпе 70 ытла çын айăпне çирĕплетекен япала шутланать. Çапла майпа 200 пин ытла доза «кирлĕ çĕре» çитеймен. «Хура» пасар хакĕпе шутласан çак тупран хакĕ 20 млн тенкĕрен те иртет.

Кăмакара çавăн пекех усал шухăшлă çынсем наркотик хатĕрлеме усă курнă лаборатори оборудованине, прекурсорсемпе ытти хатĕре, тарасасене, телефонсене, преступлени тума кирлĕ ытти япалана çунтарнă.