Çакланнă!

21 Окт, 2015

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - иртнĕ кунсенче наркополицейскисем преступниксен ушкăнне тытса чарнă.

Чи малтан наркотĕрĕслев ĕçченĕсен куçĕ тĕлне Шупашкар çынни лекнĕ. Унччен те судпа айăпланнăскер тÿрĕ çул çине тăрас темен курăнать. Гашиш сутма пикеннĕскере пакунлисем тытса чарнă. Арçын айăпне çирĕплетекен хутăш та алă айĕнчех пулнă - автомобиль салонĕнче 30 грама яхăн наркотик тупнă.

Каярахпа наркополицейскисем Чăваш Ене «шурă вилĕм» мĕнле çулпа килнине те тупса палăртнă. Çав çула хываканни - 45 çулти Таджикистан çынни. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Раççее килсе тĕпленнĕскер наркотике Мускавран турттарнă. Унăн пĕлĕшĕн хваттерне ухтарнă чухне /арçын чылай вăхăт çавăнта пурăннă/ наркополицейскисем 100 грамм ытла гашиш тата никотин хутăшĕллĕ «насвай» тултарнă 200 яхăн пĕчĕк хутаç тупнă.