Ăнтăлусăр прогноз аталанма пулăшмасть

16 Окт, 2015

Михаил Игнатьева пĕчĕк тĕллевсем тивĕçтермеççĕ

Республикăн 2030 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн прогнозĕ Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ. Шăпах ăна пула калаçу çивĕчленчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларура халиччен сăмах тивсех кайман çынсен ĕçне те ÿпкевлĕн хакларĕ.

«Чее те асăрхануллă» министр

Прогнозпа экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - вăрахлăх прогнозăн темиçе вариантне хатĕрленĕ. Хăшĕ тÿрре тухасси социаллă пурнăçпа экономикăри процессем мĕнлерех пулассинчен килĕ. Тĕп ĕçсен шутĕнче министр промышленноç предприятийĕсен оборудованине çĕнетессине асăнчĕ. Пысăк технологисем, наука тĕп вырăнта пулмалла. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре импорта улăштаракан 60 инвестпроекта пурнăçлани те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Промышленноç производствин ÿсĕмĕ çитес 5 çулта 103,5-104,9: шайĕнче пулмалла. Ун хыççăнхи пилĕк çуллăхсенче - тата та пысăкрах. 2030 çул тĕлне тĕп капитала хывакан инвестицисен калăпăшĕ 1,4-1,7 хут ÿсессе кĕтмелле. Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви вăй илмелле, çавăн пекех агропромышленноç комплексĕн регионăн пĕтĕмĕшле продуктĕнчи тÿпи 20: таран ÿсмелле. Ĕç укçи пирки те сăмах пулчĕ. 15 çултан вăтам ĕç укçи /халĕ - 21,7 пин тенкĕ/ 75-80 пин тенке çитессе кĕтеççĕ.

Доклад ыйтусем çуратрĕ. Михаил Игнатьев шучĕпе, ялхуçалăхĕнче тулаш экономика тата шалти политика сăлтавĕсене пула лайăх лару-тăру йĕркеленнĕ. Патшалăх çитес çул отрасле кÿрекен пулăшу 237 млрд тенкĕпе танлашĕ. Çавна май Михаил Васильевича республикăн ялхуçалăхĕн ÿсĕмне 2,4: шайĕнче çеç палăртни тивĕçтермест: «Ĕç укçине ÿстерес тетпĕр пулсан ку сахал!» Министр çакăнпа килĕшрĕ, ялхуçалăх продукцине тирпейлекенсем валли аван условисем йĕркеленине йышăнчĕ. Çапах иккĕленĕвне те пытармарĕ: прогноз кăтартăвĕсене асăрханса палăртнă-мĕн - «эпĕ хамăр ку кăтартусемпе йăнăшни тÿрре тухасса, ÿсĕм хăвăртлăхĕ чылай пысăкрах пуласса шанатăп».

- Пирĕн министр мĕнле чее те ăслă, - шахвăртуллăн каларĕ ăна Михаил Васильевич. - Чăн-чăн бюрократ пулса тăнă... Ку хурав мана тивĕçтермест. Пирĕн çамрăксене 2020 çулта ялхуçалăхĕнче вăтам шалу ак çапларах шайра пулать тесе каламалла. Çынсем паян мĕншĕн ĕçлеççĕ? Карьера, ĕç укçи, патриотизм - тĕп виçĕ самант. Патриотизм пурин те пур-ха - камăн сахалрах, камăн ытларах, анчах хавхаланмалли çак виçĕ сăлтав пулмасан ăнăçу кĕтни вырăнсăр. Ĕç паракансем паян йĕркеллĕ шалу тÿлемесен çамрăксем пăраха-пăраха кайĕç. Эпир çакна пурте питĕ лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа пысăк тĕллевсем палăртмалла.

Кун хыççăн вăл министртан аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансен промышленноçри шалăвĕн прогнозĕ пирки ыйтрĕ. «Паян машиностроени предприятийĕсенче вĕсем 16-17 пин, электротехникăра - 23-24 пин, химире 15 пин патнелле илеççĕ. Проектсем пурнăçлансан 2025 çул тĕлне предприятисем 35 пин ытла тÿлеме пултарĕç», - пулчĕ хурав. «Тепĕр хут хаклăр. Сирĕн пысăк ăнтăлу çук. 3 çул каялла эсир апла марччĕ», - терĕ ЧР Пуçлăхĕ çамрăк министра.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков та «краççын сапрĕ». Ăна, сăмахран, 2030 çул тĕлне республикăра ĕçлекен çынсен йышĕ чакассине палăртни сисчĕвлентерчĕ. Министр каланă тăрăх - кунта йăнăш çук. Пĕрремĕшĕнчен, халăх миграцине шута илнĕ. Тепĕр енчен, ку саманта сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова палăртрĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 92-95-мĕш çулĕсенче ача çуратасси пĕчĕк пулнă, шăпах çавăнпа çитес çулсенче ĕçлекен йыш та пĕчĕкленет.

Капиталлă юсавшăн - сив сăмах

Михаил Игнатьев калаçăва хысна тупăшне пуянлатмалли çул-йĕрсем çине илсе таврăнчĕ. Ĕçлев министрне Сергей Димитриева хула ертÿçисемпе пĕрле çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленĕ микрорайонсене кайса пăхма сĕнчĕ. Унăн шучĕпе, çав çуртсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлакансен пĕр 20-25: кăна официаллă майпа ĕçлет, ыттисем - вăрттăн схемăсемпе. Паллах, нимĕнле налук та тÿлемеççĕ. Ĕçлевшĕн яваплă ведомство пуçлăхĕ ку самантсене шута илме шантарчĕ.

Республикăн нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли кĕске вăхăтлăх планне çирĕплетес ыйтупа та самай хивре калаçу пулчĕ. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов 2015-2016 çулсенче пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 425 çурта юсама палăртнине пĕлтерчĕ. Çакăн валли 606 млн тенкĕ уйăраççĕ. Михаил Васильевич «хăшпĕр çуртра пурăнакансем капиталлă юсав валли 70: укçа хывнă, хăшпĕр çĕрте вара - 20-25: кăна. Çакна шута илнĕ-и?» тесе ыйтрĕ те - ку кĕтменлĕх пулчĕ ахăр. Александр Георгиевич «шута илнĕ» тесе хăйне тапăнасран сыхланма тăчĕ-ха, анчах ЧР Пуçлăхĕ «çуртсен адресĕсене асăнăр» тесен пушшех çухалса кайрĕ. «Хăшпĕр çуртсенче пурăнакансем капиталлă юсавшăн тÿрĕ кăмăлпа тÿлеççĕ - эппин, вĕсен çурчĕсене маларах юсани вырăнлă. Хăшĕсем тÿлемеççĕ - вĕсене каяраха хăварни тĕрĕс пулмалла. Кун пирки эпир калаçнăччĕ, - сассине хăпартрĕ Михаил Васильевич. - Пирĕн асăннă программăпа пĕтĕмпе 1 млрд тенкĕ пухмаллаччĕ. Пухаймасан кивĕ çурт-йĕре юсама укçа пулмĕ. Федераци текех памĕ...» Хайхи юсамалли çуртсен адресĕсене хула влаçĕсем те калаймарĕç те - Шупашкар пуçлăхне Леонид Черкесова пайăррăн сăмах тиврĕ: «Тĕпчемен-им? Çапла явапсăр пулма юрамасть! Эсир ĕçе çÿретĕр-и?» Черкесов тĕп хулара пурăнакансен 59: капиталлă юсавшăн укçа хывнине пĕлтерни те ăна Михаил Васильевич умĕнче тÿрре кăларнăн туйăнмарĕ.

Агропромышленноç комплексĕн об<екчĕсем валли кайнă тăкаксен пĕр пайне республика бюджетĕнчен субсидилемелли правилăсене çирĕплетрĕç. Ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх - сăмах çĕрулми, пахчаçимĕç управĕсем, выльăх витисем пирки пырать. Федераци бюджетĕнчен Раççейĕн мĕнпур суб<екчĕ валли кăçал пĕтĕмпе 800 млн тенкĕ уйăраççĕ. Республика бюджетĕнче 4,4 млн тенкĕ пăхса хăварнă. «Раççейшĕн пысăк укçа тееймĕн, анчах тивĕçлĕ конкурссене пирĕн пурпĕр хутшăнмалла - ял валли хушма инвестици пултăр», - палăртса хăварчĕ Михаил Игнатьев.

Оптимизацишĕн çул уçă

Министрсен Кабинечĕн тытăмне улăштарнă май çĕнĕрен йĕркеленĕ е çĕнелнĕ министерствăсен ыйтăвĕсене пăхса тухрĕç. Сывлăх сыхлавĕн министерстви социаллă блоксăр юлчĕ те - ведомство çинчен калакан положение тата унăн тытăмне кĕрекен учрежденисен списокне çирĕплетрĕç. Сăмах май тенĕ пек ЧР Пуçлăхĕ оптимизаци çинчен манма юраманни пирки асăрхаттарчĕ: «Пĕр тĕп врач 2-3 учреждение ертсе пыма пултарать. Çавна май укçа перекетлетпĕр. Анчах сиплев ĕçне пурнăçлакан врачсен йышĕ малтанхиех юлмалла».

Ĕçлев министерстви - çĕнĕ тытăм. Вăл социаллă функцисене /пĕтĕмпе 65 учреждени/ тата ĕçлев ыйтăвĕсене /24 учреждени/ хăйĕн çине илнĕ. Сергей Димитриев министерство хăй тĕп хулара икĕ вырăнта пулассине пĕлтерчĕ. Тĕп кантур Гагарин урамĕнчи 22-мĕш çуртра вырнаçать-тĕр. Ку ыйтăва татса панă май та Михаил Васильевичăн асăрхаттармалли пулчĕ: «Пурлăх пайламалли ыйтусене ĕнерех татса памалла пулнă. Паян - ĕçлемелле».

Уйрăм муниципалитетсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен патшалăхăн хăшпĕр полномочине пĕтересси çинчен калакан саккун проекчĕ тавлаштармарĕ. Проектпа килĕшÿллĕн 6 муниципалитет территорийĕнчи загс органĕсен ĕç-хĕлне виçеллĕ тума палăртнă. «Оптимизаци» тени юлашки вăхăтра хисепре те - хирĕçлекен пулмарĕ. Çапла вара Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле районĕсенчи граждансен лару-тăрăвĕн акчĕсене патшалăх енчен регистрацилессине малашне Улатăр, Çĕмĕрле тата Канаш хулисен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пурнăçлĕç.

Сăмах май, Çутçанталăк ресурсĕсен министерствин ыйтăвĕсене пăхса тухнă май министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Павлов çак ведомство тытăмне Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службине кĕртнипе пĕрлех хăй ертсе пыракан тытăмăн пĕтĕмĕшле йышĕ 26 çын чакассине пĕлтерчĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ май та Михаил Игнатьев унăн ертÿçине Наталья Тимофеевăна йыш чакмалли çинчен асăрхаттарчĕ: «Патшалăх служащийĕсем мĕн чухлĕ сахалрах - çавăн чухлĕ хăтлăрах. Вĕсем пĕр-пĕрне чăрмантармĕç...» Наталья Юрьевнăн хăйне пăхăнса тăракансен пĕчĕкрех йышпах пысăк ĕç тумаллипе килĕшмелли çеç юлчĕ.

Михаил Игнатьев лару вĕç­ле­ничченех пулмарĕ, вăл залран тухнă хыççăн «тилхепене» Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин тытрĕ. Кун хыççăн юлнă ыйтусене нумай калаçмасăр хăвăрт татса пачĕç. Тепĕр тесен, Министрсен Кабинечĕн унчченхи хăшпĕр йышăнăвĕсене вак-тĕвек улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйтусем кăна та - çавăнпа тавлашу-калаçу пулмарĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: