Пултарулăхне халăх хаклать

16 Окт, 2015

Йывăç лартсан, çурт хăпартсан, ывăл ÿстерсен этем пурнăçри хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă теме пулать теççĕ халăхра. Çакăнпа çеç çын хăйне телейлĕ тесе шутлĕ-ши? Хырăма тăрантас тесе ĕçлени те, хăв çавăрнă йăвара çемье йĕркелесе ача-пăча ÿстерни те пурнăç ыйтнă май йĕркеленсе пыраççĕ. Анчах та вăй-хална шеллемесĕр чун-хавалĕпе парăнса тăвакан ĕçÿ халăха кирлине туйса ĕçлени - паттăрлăх. Халăх вара сан тăрăшулăхна хакласа, тав туса хăв пурăннă чухнех сана чыслама хатĕр пулсан... Çак сăмахсемпе эпĕ Тренкассинчи шкул директорĕпе Викентий Геннадьевич Фоминпа паллаштарма пуçласшăн. Маларах калани Викентий Геннадьевич тĕлĕшпе пĕрре те хăпартланса калани мар.

Тинĕс пĕчĕк юханшывран пуçланать тенĕ пек, ятлă-сумлă çын пуласси ачалăхран, мĕнле çемьере ÿснинчен килет.

Викентий Геннадьевич Шупашкар районĕнчи Тренкасси ялĕнчи колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ - Аполинария Захаровна - тыл ветеранĕ. 7 класс пĕтерсен Кÿкеçри трактористсен курсĕнче вĕреннĕ. 16 çулти хĕр тракторпа сухаланă, тыр-пул акнă, пуçтарнă. Мирлĕ пурнăç пуçлансан вăрçăран таврăннă Геннадий Фомичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, 6 ача çуратса ÿстернĕ. Геннадий Фомич бригадирта ĕçленĕ. Аполинария Захаровна та, Геннадий Фомич та ялта ятлă çынсем шутланнă. Иккĕшне те тÿрĕ кăмăлшăн, çынпа тарават пулнăшăн хисепленĕ. Паллах, ашшĕпе амăшĕ ачисемшĕн тĕслĕх пулнă. Малалла вулас...

Мария Павлова,

11-мĕш класс вĕренекенĕ.

Шупашкар районĕ, Тренкасси

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.