Чăн сăмахшăн асап е хĕсĕрлесси çитсессĕн…

16 Окт, 2015

Кулăш ăстин пурнăçĕ пĕртте кулăшла пулман

Ну, юлташсем, сире эп пĕр истори каласа парам. Эпĕ ăна хамăн кукша пуçран шухăшласа кăларман. Манăн ватăлнă пуç мими ăна шухăшласа кăларма пултарас çук.

Иван МУЧИ, «Мĕскĕн Упанкка» кулăшла калав пуçламăшĕ.

Иван Мучи /Иван Иванович Илларионов/ чăваш литературине «Кулăш ăсти» ятпа кĕрсе юлнă. Йĕплевлĕ те кулăшла калавсем çырнипе кăна çырлахман вăл, «Капкăн» кăларăма пуçарса ярса 15 çул ытла çак журналăн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ. Иван Мучи çуралнăранпа кăçалхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче 120 çул çитрĕ. Шăпах çак кун Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче асăну каçĕ иртрĕ, чăваш литературинче сатирăпа юмор жанрне пуçаракана халалласа «Кулăш ăсти» курав уçăлчĕ. Ку çеç те мар - Иван Мучи çуралнă Шупашкар районĕнчи Тойтерек ялĕнче ентешне халалласа чаплă уяв ирттернĕ.

Иван Мучин 120 çуллăхне çутатма хатĕрленнĕ май ун çинчен тĕрлĕрен çырнипе тĕл пулма тÿр килчĕ. Ку, ахăртнех, паллă çыравçăн кун-çулне тĕплĕн тишкерменнипе те çыхăннă. Тĕслĕхрен, 2003 çулта тухнă Чăваш литературин антологийĕнче ŸПрозаŸ тата Чăваш халăх сайтĕнче Иван Иванович Илларионов çинчен «Ялти шкулта, Хусанти учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ» тесе çырнă. Культура министерствин сайтĕнче вара Иван Мучин асăну каçне йыхравлакан пысăках мар статьяра «Учился в сельской школе и Казанской духовной семинарии» тесе хыпарланă… Ăçта çырни тĕрĕсрех? Ман шухăшпа, Иван Мучи тĕн семинарийĕнче вĕреннех. Ку ун çырнисенче те уççăнах палăрать. Пупсенчен, Турра ĕненекенсенчен тăрăхлакан хайлавĕсенче вăл çине çинех Евангелири ытарăшсемпе усă курать. Сăнарсене çивĕчрех йĕплес тесе вара Çĕнĕ Халалри вĕрентсе каланисемпе те хăйне кирлĕ пек усă курма хăраса тăмасть. Акă, тĕслĕхрен, «Мĕскĕн Упанкка» калаври пысăках мар сыпăк: Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.