Умăмра патша майри, тĕнче хуçи - анис улма

14 Окт, 2015

Тĕлĕнмелле ырă та тулăх килчĕ кăçалхи кĕркунне. Ман пахчари хĕрлĕ питлĕ улмуççи пек вăл. Çав йывăçри анис улма пек. Пулса-тулса çитнĕ. Анчах сар хĕвелĕ пурĕпĕр чарăнаймасть татах та татах ăшшине памашкăн, уçă çилĕ - кĕске-кĕске варкăшне илсе килмешкĕн. Хыпаланса, вĕçнĕ пек кĕретĕп улмуççи пахчине. Кĕретĕп те пуçа пĕксе утса каятăп ретсем хушшипе: пĕр-пĕр турата хуçса-ватса, силлентерсе çимĕçне вăхăтсăр тăкăнтарса хăварас марччĕ. Сасартăках именсе ÿкетĕп, вăтанса каятăп. Умăмра патша майри, тĕнче хуçи - анис улма.

- Аван-и! - сывлăх сунатăп. - Епле çĕр каçрăр? Мĕн пуплешетĕр ку каççăн?

Йывăç тураттисем хумханса каяççĕ. Анис улма халь-халь татăлса ÿкесле силленсе илет.

Çулçисене сĕртĕнетĕп, улмисене аллăмпа перĕнетĕп. Анис улма, мĕншĕнех эсĕ çапла шухăшлă? Паян çеç-и, яланах-и? Малалла вулас...

Юлия СИЛЭМ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.