Хусан - “Хыпар” сăпки

9 Окт, 2015

XX ĕмĕр пуçламăшĕччен чăвашсен хăйсен патшалăх тытăмĕ пулман. Хальхи Чăваш Ен территорийĕ Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисен тытăмне кĕнĕ. Пысăк çак икĕ хулара чăвашлăх йăл илсе аталанса пынă.

Хусан чăваш халăхĕшĕн уйрăмах çывăх. Кунта чăваш интеллигенцийĕн представителĕсем 1905 çулхи декабрьте эрнесерен чăвашла "Хыпар" хаçат кăларса тăма ирĕк илнĕ. 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче кун çути курнă пĕрремĕш номер чăваш халăхĕн пурнăçĕнче пысăк пулăм пек палăрса юлнă. Николай Никольский профессор никĕсленĕ "Хыпар" пĕр ĕмĕр хушшинче Раççейри наци пичет кăларăмĕсен ретĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ.

"Хусан - "Хыпар" сăпки” тесе çирĕплетни йăнăш пулас çук. Авалхи çак хула çинчен ытларах пĕлни те пăсăк мар. Хусан чăннипех те кăсăк хула. Паян хаçат тусĕсене Мансур Лисевичăн "История Казани глазами эрудитов” кĕнекери хăшпĕр интереслĕ самантсемпе паллаштарасшăн. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.