«Дояркăсем çывăрмаççĕ, ирех юрлаççĕ»
Елчĕк районĕнчи Патреккелте пурăнакан Вера Сироткина хĕр чухне хула пирки пачах ĕмĕтленмен, хăйĕн шăпине тăван ялпах çыхăнтарнă.
- Шкулта вĕреннĕ чухнех: «Эпĕ доярка пулатăп», - теттĕмччĕ. Анне фермăра ĕçлетчĕ. Пĕчĕклех аннепе пĕрле ĕне сума тухаттăмччĕ. Вăл сунă хушăра ĕне çиллине тепĕр айккинчен тытса лараттăмччĕ. 5-6-мĕш классенче вĕреннĕ чухне хам тĕллĕнех сума тытăнтăм. 8 класс пĕтерсен вара Патреккел фермине дояркăна кайрăм, - çапла пуçларĕ калаçăва Вера Александровна, пурнăç çулне аса илме ыйтсан. «Кашни ĕçĕн хăйĕн кĕвви», - теççĕ халăхра. Ĕçе юратса тусан вара çитĕнÿ пулатех. Дояркăра ĕçлекен çамрăксем /ун чухне яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хальхипе танлаштарсан яла ытларах юлнă/ çав çулсенче ăмăртса ĕне сунă. Мĕн тетĕр? Вера Александровна час-часах малти вырăна тухнă. Малта пыракан дояркăсен слетне кайма та пĕрре кăна мар тивĕçнĕ, ăна Хисеп хучĕсем парса чысланă. Фермăра ĕçлесе 41 çул иртнине сисмен те хĕрарăм. Малалла вулас...
Комментировать