Ку кулăшла тĕлĕкрен вăран та…

7 Окт, 2015

«Ыйăх çухатнисем» е «Ыйхă çухатнисем» камите курнă хыççăнхи шухăшсем

Шÿт туни çур кашăк çăва тăрать.

Ваттисен сăмахĕ.

Лайăх шÿтпе хавас кăмăла кам хапăл мар-ши? Çавăнпа халăх камите юратать, çĕнĕ комеди тесен театрти партерпа балкона тултарсах лартать. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ: Чăваш халăх писателĕн Николай Терентьевăн «Ыйăх çухатнисем» пьесипе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов лартнă икĕ пайлă комедие куракан хапăлласа йышăнчĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине ăна сентябрĕн 30-мĕшĕнче кăларчĕç.

Спектакль чăн-чăн камит пулни унăн ятĕнчех палăрать: «ыйăх» сăмаха эсир чăвашла-вырăсла словарьте те, вырăсла-чăвашлинче те, орфографи сăмахсарĕсенче те тупаймăр - пур çĕрте те «ыйхă». «Ыйăх» тесе авторĕ хăй çырса хăварнă иккен: сăмаха шурă хут çине халăхра каланă пекех правилăна пăхăнмасăр «шăрçаласа» ку камитре никам та никама та, нимĕнле йĕркене те пăхăнманнине систересшĕн пулнă, ахăртнех, Николай Терентьев драматург. Халĕ вара иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çырнă пьесăн генилле шухăшне тĕрĕс ăнланса Валерий Карпов режиссер спектакль ятне çаплипех хăварса питĕ тĕрĕс тунă темелле-тĕр. Çапах та хаçатра ĕçлекенсене премьерăна пырса курма чĕнекен йыхрав хутĕнче «Ыйхă çухатнисем» тесех палăртнă… Театрти афишăра тата программăра вара - Терентьевăнни пекех. Ку пысăках мар арпашура символла пĕлтерĕш те асăрхама пулать: пурнăçра эпир пурте «тĕрĕссĕн» курăнма тăрăшатпăр, театрта вара тем тума та юрать - камитре пушшех те! Малалла вулас...

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.