Паян эпир ăста рабочисем кирлине туятпăр

6 Окт, 2015

Çуллен октябрĕн 2-мĕшĕнче Раççейре Професси-техника вĕрентĕвĕн кунне паллă тăваççĕ. 1940-мĕш çулта малтанхи училищĕсем йĕркеленнĕ: ремесласен - 622, чукун çулăн - 122 училищи тата фабрика-завод 806 вĕрентĕвĕн шкулĕ уçăлнă. Чăваш Енре ФЗШ чи малтан Улатăрта, Канашра, Куславккара, Çĕмĕрлере уçăлнă. 1941 çулта вĕренсе тухнă 495 хĕрпе каччă предприятисенче ĕçлеме тытăннă.

Хальхи вăхăтра профвĕрентÿ тытăмĕнче - патшалăхăн 25 организацийĕ, патшалăхăн мар 2 вĕренÿ çурчĕ, аслă шкулсен 2 филиалĕ. Вĕсенче пысăк «çар» - 27 пин студент - пĕлÿ илет. Çуллен республикăра 7 пин рабочипе вăтам звено специалисчĕ вĕренсе тухать.

Октябрĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче ЧР професси вĕрентĕвĕн тытăмĕ 75 çул тултарнине халалласа сумлă уяв иртрĕ. Унта колледж-техникумсенче паян ĕçлекен педагогсемпе ветерансем, Чăваш Ен влаç органĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.