Вутланта тĕве те пулнă...

2 Окт, 2015

Ирçе хĕрарăмĕ хăйне чăваш тесе çыртарнă

Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхне кĕрекен Вутлан мана хĕвеллĕ те ăшă çанталăкпа кĕтсе илчĕ. Вăрман çумĕнче вырнаçнăскер кĕр кунĕнче ытла та капăр вăл. Симĕс, сарă, хĕрлĕ, кĕрен, хĕрлĕрех сарă тĕссен ытамне лекнĕскер пĕр-пĕр бала кайма шукĕлленнĕнех туйăнать. Ял çумĕнчи хыр рашчи те - куçшăн хĕпĕртев. «Ватă ăшшипе» усă курса юлас тенĕн ял çыннисем унта та кунта пахчара тĕрмешни курăнать: выльăх кăшманĕ кăлараççĕ, утă пуçтараççĕ. Çумăрĕ кăçал çителĕклĕ çуни курăка виçĕ хутчен те çулса илме май пулчĕ. Капмар çуртсемпе киленсе ял хушшипе утатăп. Эпĕ Людмила Дяткинăпа курнăçма васкатăп. Вăл Вутланта - чи ватти. 89 çулта!

- Эпĕ хаçат-журнал вулама питĕ юрататăп. Ял мĕнле йĕркеленни çинчен хăй вăхăтĕнче вуланăччĕ, халĕ маннă ĕнтĕ. Мăшăрăм, Михаил Ефимович, каласа панă тăрăх - вĕсем хамăр Каçал тăрăхĕнчи Аслă Чурачăкран куçса килнĕ. Вăрманхĕрри Чурачăкран, Çĕнĕ Мăратран килекенсем те йышлă пулнă. Вутланта хăй вăхăтĕнче коммуна йĕркеленĕ. Анчах вăл нумай тытăнса тăрайман - саланнă. Тепĕр чух ыйхă килмест те - ялти çуртсен шутне шутлатăп вара. Вутланта халĕ 70 кил. Шел те, 10-шĕ - пушă. Çамрăксем яла юлмаççĕ çав. Çутçанталăк илемĕпе кăна тытса тăраймастăн вĕсене. Ĕç вырăнĕ çук. Çакă пăшăрхантарать. Вăйпитти арçынсенчен чылайăшĕ, ав, аякри хуласене ĕçлеме çÿрет. Шкула чупакан ача та 15 кăна-тăр, - ассăн сывлать манăн Людмила Васильевна.

«Вутлан» ятлă ялсем республикăра темиçе те. Элĕк, Красноармейскипе Çĕрпÿ тăрăхĕсенче те пур. Иван Дубановăн «Чăваш Республикинчи географи ячĕсем» кĕнекере палăртнă тăрăх - Вутлан - Отлан, Вотлан, Вутлан - çын ятĕнчен пулса кайнă. Сăмах май, Элĕк тăрăхĕнче çавăн пек ятлă вăрман та пур. Вырăс Сурăмĕ çывăхĕнче вара Вотланка шывĕ шăнкăртатать. Каçал тăрăхĕнчи Вутланах таврăнар-ха. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.