Актер, офицер, поэт
Александр Яковлевич Каттай /Кокарев/ 1915 çулта Самар облаçĕнче Клевлĕ районĕнчи Йĕкĕрте çуралнă. Шупашкарта музыкăпа театр техникумĕнче вĕреннĕ, çамрăксен театрĕн актерĕ пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Пишпÿлекри профессиллĕ колхоз-совхоз театрĕн режиссерĕнче тата директорĕнче ĕçленĕ. 1937-1966 çулсенче çарта пулнă, подполковника çитнĕ.
Литература ĕçне вăл вăрçăчченех пуçăннă. В.Кривоносов композиторпа «Хаваслăх» музкомеди хайланă. Вăрçă хыççăн сăвă кĕнекисем вуннă ытла кăларма ĕлкĕрнĕ.
Александр Яковлевич Пушкăртстанри Авăркас районĕнче тухса тăракан «Çĕршыв çулĕ» хаçат редакцине хăйĕн сăввисене тăтăшах ярса паратчĕ. Унăн пирĕн хаçатра тухса пĕтеймен сăввисем тата çырăвĕсем халĕ те упранаççĕ. Пĕр-пĕрин патне çырусем çырсах тăраттăмăр.
Тав тунисĕр пуçне хăйĕн иртнĕ пурнăçĕ çинчен те çыратчĕ. Пирĕн литпĕрлешĕвĕн ĕçне пысăк хак паратчĕ.
«Сирĕн районта литература пĕрлешĕвĕ пулни, вăл «Урал сассийĕ» /литстраница/ кăларса тăни калама çук хисеплĕ япала, - çырать Александр Яковлевич. - Вăл çамрăксене ÿсме, çунатланма пулăшать. Литература пĕрлешĕвне Данилов-Чалдун ятне пани вара питĕ вырăнлă, кирлĕ, ăслă тунă ĕç тени те ытлашши пулмĕ. Çуралнă ялĕнче палăк е Асăну хăми пур-ши е çук? Хăй - астăватăп, питĕ пысăк патриотчĕ. Пысăк чун-чĕреллĕ, принциплă çынччĕ. Кашни тăвас ĕçе тĕплĕн пурнăçлатчĕ. Кăмăлĕ тата тăрă шыв пек тасаччĕ. Çынна, çамрăксене нихçан та урлă-пирлĕ калаçса хурлантармастчĕ. Хăш чухне, питĕ йывăр вăхăтра, пирĕн чунсене çĕклетчĕ, мана хама та чылай вăхăтра укçа парса пулăшатчĕ. Малалла вулас...
Комментировать