Унччен вăрмансем сад пекчĕ, халĕ ‐ тайга

29 Сен, 2015

Çутçанталăка, вăрмана юратакан çын чун хавалĕпе пуян. Кăмăлĕпе - ырă та сăпай. Илем ытамĕнче пурăнакан çын урăхла пулма та пултараймасть. Комсомольски районĕнчи вăрман хуçалăхĕнче 30 ытла çул ĕçленĕ Андрей Кондратьев та мана чун илемĕпе тыткăнларĕ. Тинтерех çеç вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем хăйсен уявне паллă турĕç те - пирĕн калаçу çавна май Андрей Андреевичпа ытларах паянхи вăрман, çутçанталăк, этем кăмăл-сипечĕ, кайăк-кĕшĕкпе чĕрчун тĕнчи çинчен пычĕ.

- Çичĕ çул каялла пенсие тухрăм. Унтанпа Мăрат лесничествин кантурĕ пулнă çурт та, йывăç вăрлăхĕсемпе йĕкел, мăйăр упракан складсем пушă лараççĕ. Эпĕ кунта юлашки могикан пек юлашки лесник пултăм. Паянхи кунчченех пĕр хăнăхнă вырăнта - лесник пÿртĕнчех пурăнатăп. Ăна 1963 çулта лартнă. Юхăнакан хуралтăсене - кантур çуртне, кĕлетсене пăхса илетĕп те - чун ыратать. Юнашарах - 7 гектар çурă лаптăк йышăнакан сад. Вăл та унчченхи мар ĕнтĕ. Эпĕ пурăнакан пÿрт вырăнĕнче хăй вăхăтĕнче Альберт Скашевский тутарнă офицер çурчĕ пулнă. Новгород кĕпернинче Старая Русса хулинче çуралнă Альберт Иосифовича пирĕн тăрăха вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме янă пулнă. 1894 çулта Çĕнĕ Мăрата килсенех вăл офицер çуртне /унта лесничин хваттерĕ, кантур, килен-каян тата тарçăсем валли пÿлĕмсем пулнă/ тутарма тытăннă. Балконлă, башньăллă, икĕ хутлă питĕ хитре çуртчĕ вăл. Каярах ăна ялта больница тума куçарса кайнă. Скашевскин 3 ача пулнă. Пĕр хĕрĕ халĕ Пермь хулинче пурăнать. Унпа çырупа çыхăну тытатпăр. Çĕнĕ Мăрат масарне пытарнă ашшĕн вилтăприйĕ çине палăк та лартрăмăр. Ак, ку лиственницăсене Скашевский хăй лартса хăварнă. Пĕр ĕмĕр ытла ÿсеççĕ ĕнтĕ вĕсем. Çурт умĕнчисене, тăваттăшне, кастарас тесе ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствине çыру та янăччĕ. Килсе тĕрĕслекен пулмарĕ-ха. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.