Хамăртан çеç килет...

29 Сен, 2015

Пирĕн, чăвашсен, Раççейре пурăнакан халăх пулнăран тăван чĕлхене те, вырăс чĕлхине те лайăх пĕлмелле. Чăваш хулара пурăнни е урăх халăх çыннипе çемье çавăрни унăн тата ачисен чăвашла калаçма пăрахмаллине пĕлтермест. Тăван чĕлхене малалла аталантарсан çеç эпир хисепе тивĕçлĕ çынсем тата халăх пулма пултарăпăр.

Эпир халĕ питĕ кăткăс саманара пурăнатпăр. Малашне çирĕп хăйăнлану /самосознание/ шайĕллĕ халăхсем çеç сыхланса юлма пултараççĕ. Тĕнчере анлăн сарăлса пыракан глобализаци политикине пула акăлчан чĕлхи пирĕн çĕршыври вырăс тата ытти халăх чĕлхине анлăн кĕрет, тăван чĕлхене пурнăçран хĕссе кăларма тăрăшать. Анчах ку кăна та мар-ха. Хамăр чăваш халăхĕ çинчен калас пулсан, чăваш ачисемпе çамрăкĕсем юлашки çулсенче хулара çеç мар, чылай чăваш ялĕнче те тăван чĕлхепе калаçма пĕлмесĕр ÿсни, пĕр-пĕринпе чăвашла калаçманни, чăвашла вуламанни пăшăрхантарать. Кун пек сулăм малашне те вăй илсе пырсан ялсемпе хуласенче те, регионсенче те, çĕршывра та чăвашла калаçакан çын юлмас хăрушлăх та пур. Çак хăрушлăха чунпа ăнланса илесчĕ пирĕн, паянхи чăваш учителĕсем, культура ĕçченĕсем, библиотекарьсем, çыравçăсем, чăваш хастарĕсем! Малалла вулас...

Аркадий РУСАКОВ,

Раççей çыравçисен союзĕн тата Пушкăртри чăваш çыравçисен «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн членĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.