«Шевлепе» «Илемпире» ачасене лайăх-и?

23 Сен, 2015

Ача сачĕсемпе çыхăннă лару-тăру пысăк хуласенче çивĕччи паллă. Анчах районсенче мĕнлерех - ку ыйтупа массăллă информаци хатĕрĕсем темшĕн интересленсех каймаççĕ. Шкулчченхи вĕрентÿ тытăмĕпе пурте усă курассине, унти хăрушсăрлăха тивĕçтересси - прокуратура органĕсен анлă ĕçĕн пĕр енĕ. Эпир ку енĕпе саккунсене мĕнле пурнăçланипе кăсăкланса Елчĕк районĕнче пултăмăр.

Районăн шкулчченхи вĕрентÿ тытăмне муниципалитетăн тăватă учрежденийĕ кĕрет, вĕсенче - пĕчĕккисен 14 ушкăнĕ. Хальхи вăхăтра районти садиксене 7 çулчченхи 725 ача çÿрет. Пушă вырăнсем те пур - 175. Садиксенчен пĕри, 95 вырăнлăскер, çĕнĕ - ăна 2013 çулта кăна уçнă.

- Паллах, пысăк мар районти шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕ хулари «хĕсĕк» ача сачĕсенчен лайăх енĕпе уйрăларах тăрать, - тет район прокурорĕ Василий Николаев. - Кунта ачасене черетсĕр вырнаçтарассипе çыхăннă коррупци палăрăмĕсем, черетпе сăлтавланакан çивĕч ыйтусем çук. Раççей Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче кăларнă 599-мĕш указĕнче палăртнипе килĕшÿллĕн пĕчĕккисем 100 проценчĕпех садике çÿреме пултараççĕ. Анчах ачасен апатланăвĕн, ашшĕ-амăшĕ хывакан тÿлевсен, персонал ачасене кирлĕ пек пăхассин, хăрушсăрлăх нормисене пăхăнассин ыйтăвĕсем кирек хăш вĕрентÿ учрежденийĕшĕн те кăтартуллă. Çавăнпа хамăр яваплă территорири садиксене тĕрĕслесех тăратпăр. Кăçал кăна федераци саккунĕсене пăснин 73 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Çав шутра - «Вĕрентÿ çинчен» саккуна, пушар хăрушсăрлăхĕн, санитарипе эпидемиологи нормисене пăснă тĕслĕхсем.

Калăпăр, «Шевле», «Чебурашка», «Илемпи», «Солнышко» ача сачĕсенче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ çинчен калакан положение мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ май унта саккунлă представительсен учреждение пурлăхпа техника базине çирĕплетме пултарнă таран пулăшмаллине çирĕплетсе хăварнă, вĕсен яваплăхне те палăртнă. Прокуратурăн саккунсăр çак актсене протестлеме тивнĕ - çитменлĕхсене пĕтернĕ. Чăн та, тепĕр хут тĕрĕслев ирттернĕ май çĕнĕ актсемпе ашшĕ-амăшне паллаштарманни палăрнă: 3 ача садĕнче положенисене заведующисен хушăвĕпе çирĕплетнĕ, анчах ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче пăхса тухман, çавăнпа вĕсем ку актсемпе паллашман. Каллех саккуна тивĕçтермен актсене протестленĕ, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă. Унта çитменлĕхсене пĕтересси пирки кăна мар, заведующисене явап тыттармаллине те палăртнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.