«Кунтан хĕвел тÿпене çĕкленет...»

23 Сен, 2015

Михаил Иванович Иванов 1927 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Шĕнерпуçĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕреннĕ чухне, 1944 çулхи кĕркунне, ăна çара илнĕ. Радист-стрелоксен шкулĕ хыççăн бомба пăрахакан 782 авиаполк йышĕпе Япони вăрçине хутшăнать. Кайран 1952 çулччен Камчатка çурутравĕнче çар хĕсметĕнче пулнă.

1958 çулта Ленинград университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Çак профессипе тăван республикăра 45 çул ытла ĕçлет. Чылай çул «Советская Чувашия» хаçат редакторĕ пулнă. 1998-2015 çулсенче - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн доценчĕ.

Ăна Тăван çĕршывăн вăрçин 2-мĕш степеньлĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденĕсемпе, «Японие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальпе, РСФСР, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл - вуникĕ кĕнеке авторĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш журналисчĕсен Ç.Элкер ячĕллĕ тата наукăпа техника енĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн премийĕсен лауреачĕ. Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин - Инçет Хĕвелтухăçĕнчи воин-ветерансен республикăри Канашĕн председателĕ.

Пирĕн калаçу Квантун çарне çапса аркатни çинчен пычĕ. Тĕрĕссипе, ун çинчен кăна мар.

- Анлă Атăл çыранĕсенчен Инçет Хĕвелтухăçне çитме миçе пин çухрăм-ши? Апла пулин те пирĕн мухтавлă ентешĕмĕртен Иакинф аттерен - Никита Бичурин ученăй-китаеведран пуçласа çак пуян тăрăхпа паллашма, ăна аталантарма, унти тулăх çĕрсене хĕçпăшалпа хÿтĕлеме нумай чăваш хутшăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Аркадий Малов çыравçă «Лăпкă океан» сăвă та çырнăччĕ:

Лăпкă, лăпкă Лăпкă океан,

Лăпкă мар эс, Лăпкă океан...

Çапла, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнченех лăпкă мар çав Лăпкă океан!

- Тĕрĕсех. Аса илер-ха 100 çул ытла каярахри Яппун вăрçине. Ун чухне Çĕрпÿ уесĕнчи Вăтапуç ялĕн каччи Конон Зиновьев Корейăри Чемульпо портĕнче рейдра тăракан «Варяг» крейсер çинче хĕсметре пулнă. Япони адмиралĕн эскадрийĕ уçă тинĕсе тухмалли çула пÿлсе хунă, вырăс крейсерне портран тухса кайма ыйтнă. Тинĕсе тухмасан тапăнассипе хăратнă. «Варягпа» ăна хураллакан пĕчĕк «Кореец» карап тинĕсе тухсан парăнма килĕшмеççĕ. Тăшман карапĕсем вĕсене тупăсемпе вăйлăн пеме тытăнаççĕ. «Варягпа», «Кореец» паттăррăн çапăçаççĕ. Тăшман çине пин ытла снаряд кăларса яраççĕ. Анчах вăйсем пĕр пек пулман çав. Крейсер тăватă çĕртен шăтнă, хытă сиенленнĕ. 34 моряк вилнĕ, 188 аманнă. Çак хăрушă тамăкра Зиновьев комендор та паттăррăн çапăçнă. «Варяг» командирĕ 1-мĕш рангри капитан Руднев командование панă рапорта ун çинчен нумай ырă тĕслĕх пĕлтерет.

- Каярахри шăпи мĕнлерех?

- Çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ, анчах тăшмана парăнман «Варягпа» «Кореец» Чемульпона таврăнма пултарнă. Крейсера яппунсене парас мар тесе путарнă, «Корееца» сирпĕтсе янă. Моряксене урăх патшалăхсен карапĕсем çине куçарнă, вĕсем Тăван çĕршыва таврăннă. Конон Зиновьевича 4-мĕш степеньлĕ Георгий хĕресĕпе бронза медальпе тата ятне çырнă сехетпе чысланă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче вăл Балти флотĕнче хĕсметре пулнă. Петроградра февральти тата октябрьти революцисене хутшăннă. 1925 çулта тăван ялта çĕре кĕнĕ.

Яппун вăрçине пирĕн тăрăхран нумай чăваш хутшăннă. Вĕсем хушшинче пысăк награда илнисем те йышлă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.