Чăрмавсене çĕнтерсе малаллах талпăнаççĕ

18 Сен, 2015

«Ылтăн кĕркунне» çитнĕрен пахчасем, анкартисем, хирсем пушанаççĕ. Ял çыннисем çу тăршшĕпех лăш курмасăр çитĕнтернĕ тырпула, çĕрулмине, пахчаçимĕçе юлашки гектарсем çинчен пуçтараççĕ. «Чĕпсене» шутламалли, пахаламалли, танлаштармалли, çĕнĕ тĕллевсем палăртмалли вăхăт çывхарнăçемĕн хресченсем малтанхи кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ, мĕн-мĕн тунине тишкереççĕ. Шухăшсене пуç тавра кăшăлласа тишкермелли сăлтавсем вара кăçал та самаях. Çакна Вăрнар районĕнчи «Санар» агрофирмăн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роберт Игнатьевич Петров та çирĕплетрĕ:

- Эпĕ сăнанă тăрăх - кирек хăш çул та пĕр тикĕс иртмест. Чăрмав кÿмелли, хресченĕн чăтăмлăхне тĕрĕслемелли темиçе самант çанталăк тупса паратех. Кăçалхи вылянчăкĕпе вăл ăша пушшех пĕçерчĕ. Ака хыççăн шатăр типĕ тăчĕ. Пĕрремĕш çумăра июлĕн 4-мĕшĕнче тин кĕтсе илтĕмĕр. Пирĕншĕн вăл хăйнеевĕрлĕ виçĕ пулăмпа палăрса юлчĕ.

Пĕрремĕшĕ лайăх - ĕнтĕркесе ларнă туна паркаланса вăй илчĕ. Иккĕмĕшĕ те аван темелле - ун çумĕнче тепĕр калча шăтса тухса çĕкленме пуçларĕ. Анчах та вăл малтанхинчен каярах пиçсе çитсе вырмана вăраха ярасси шиклентеретчĕ. Çапла пулчĕ те. Виççĕмĕш пулăмĕ чи япăххи - тырă сайра пулнăран çумкурăк ашкăрса тухрĕ. Эх, ĕштелентĕмĕр вара. Типĕтекен хими препарачĕсем туянса çумкурăка хăртрăмăр, тырă тунисемпе пучахсене комбайн вырма пултараслăх шая май килтертĕмĕр. Препарачĕсем хаклă - кашни гектар пуçне пин те икçĕр тенкĕ чухлех тăкакларăмăр. Апла пулин те вырса çапнă тыррăн нÿрĕлĕхĕ пысăкчĕ. Ăна, управсене газ кĕртсе, типĕтме пуçларăмăр.

- Роберт Игнатьевич, çав вăхăтра пăр та çумарĕ-и-ха сирĕн тăрăхра?

- Çурĕ. Чылай уя чăлхантарса-аркатса хăварчĕ. Ăçта пăр лекнĕ - çавăнти пучахсем татăлчĕç, упранса юлнисенче те çурри пушă, тырри тухса ÿкнĕ. Çавна пула тухăç нумай çухалчĕ. Пăрçа уйне пăр уйрăмах пĕтерчĕ... Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.