Обком секретарĕн Сергей Петровăн вилĕмĕ
Совет тапхăрĕнче пичетленĕ кĕнекесенче 1926-1937 çулсенче ВКП/б/ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă С.П.Петров пурнăçĕ синкерлĕ вĕçленнине асăнман. Должноçран ăна мĕншĕн кăларнине уççăнлăх саманинче паллă таврапĕлÿçĕ Герман Николаевич КСЕНОФОНТОВ тĕпчесе пĕлнĕ. Вăл «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.
- Сергей Порфирьевич 37 çулта чухнех пĕрремĕш секретаре суйланнă. Ленин орденĕн кавалерĕ. Республикăра ăна пĕлмен çын пулман. Пурăннă чухнех ятне Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтне, Куславкка районĕнчи Варасăр ялĕн колхозне, Çĕмĕрлери сĕтел-пукан комбинатне, колхоз театрне панă. Çапах та мĕншĕн ăна телейсĕр шăпа пÿрнĕ?
- ВКП/б/ Тĕп Комитечĕ çумĕнчи парти контролĕн комиссийĕн уполномоченнăйĕ М.Сахьянова 1937 çулта республикăри парти организацийĕн ĕçне тĕпчесен Петров инкек авăрне лекнĕ. Сахьянова тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвне Тĕп Комитета пĕрремĕш хут парсан Сергей Порфирьевич ĕçне обком бюровĕнче е пленумĕнче пăхса тухма хушман. И.Сталин ячĕпе çăхав ярсан кăна Петрова хирĕçле ĕç пуçарнă.
- 1937 çулта пĕрремĕш секретаре СССР Аслă Совечĕн депутатне суйлама кандидата тăратнă. Çакă ЧАССР ертÿçишĕн çăлăнăç пулайман-и?
- Çапла, ССР Союзĕн депутачĕ пулма Вăрмар суйлав округĕнчен кандидата тăратнă. Çакăн çинчен «Красная Чувашия» хаçатăн ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнчи номерĕнче пĕлтернĕ. Анчах Сталин саманинче депутат кандидачĕн статусĕ политика репрессийĕнчен никама та хÿтĕлесе хăварайман. 1937 çулхи ноябрĕн 15-17-мĕшĕсенче иртнĕ обком пленумĕ Петрова секретарьтен, обком бюровĕнчен кăларнă. Малалла вулас...
Комментировать