«Упăшка пĕремĕке минтер айне вăрттăн хурса паратчĕ»

18 Сен, 2015

Сĕвекрех вырăнта вырнаçнă садра темĕн чухлĕ улмуççи! Йăрăм-йăрăм хĕрлĕ çимĕçĕсемпе мăнаçланса лараççĕ. Кунтах - пысăках мар шурă мунча. Унăн умĕнче те, çул айккипе те чечексем ешереççĕ. Ретĕн-ретĕн лартнă хурлăхансем, йĕплĕ хурлăхансем, иçĕм çырли... Хуран кукăлĕ пĕçермелли вучах, авă, хăнасемшĕн тунсăхлать. Мунча патĕнчен пысăках мар çырмана çул анать. Вăл пураланă çăл патне илсе çитерет. Инçех мар пĕчĕк кÿлĕ, пĕчĕкçĕ каçă, шашлăк пĕçермелли вырăн та пур. Куç валли илем пултăр тесе кунта та чечексем акнă. Пахча çумĕнчех - колхоз сачĕ пулнă вырăн. Халĕ унта улмуççисем кăна мар, тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăç ашкăрса ÿсет. Шĕшкĕлĕх сарă мăйăр татма кăчăк туртать. Чăн-чăн çăтмах пахчи! Çакăн пек илемлĕ вырăнта пурăнать Етĕрне районĕнчи Палтайри Раиса Рыбакова. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.