Ăна вĕрентекен пулма пилленĕ
1972 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕр ялĕ. Ир-ирех ешĕл те лăпкă вăрман хыçĕнче пĕлĕтсем армак-чармак каркаланнă. Тем тĕрлĕ сăнар ÿкерĕннĕ унта: çын кĕлетки те, кайăксем ушкăнпа вĕçни те, ача кÿми туртнă хаваслă мăшăр та... Тата кăштахран пĕлĕт купи явăнса юхнă. Хураскерсем кĕçех шупкаланнă, унтан тăсăлса кайнă катрамсем хушшинчен ăшă хĕвелĕн çаврашки йăл кулса илнĕ. Кулса илнĕ те... ăна каллех пĕлĕтсем хупланă.
Вăйлă çил тÿпере хулăн пĕлĕтсене каллĕ-маллĕ хăвалама тытăннă. Акă витрелетсе çумăр лÿшкенĕ. Çак кун, пиллĕкмĕш пепкипе йывăр çын пулнă Римма Васильевна Музякова, хăйне япăхрах туйнă. Тĕпренчĕкĕ çут тĕнчене килме васканине сиссе кантăкран урамалла тинкернĕ. Асар-писер те пылчăклă çанталăкра хăйсен тĕлне лаша кăна мар, машина-трактор та çитес çуккине ăнланса илнĕскер хыпăнса ÿкнĕ. Хăпăл-хапăл пиншакпа вăрăм кунчаллă атă тăхăнса ялти фельдшер пунктне пылчăк çăрса васканă. Çитсе ĕлкĕрнĕ çеç... пÿлĕмре ача сасси янăраса та кайнă... Акă Иван Дормидонтовичпа Римма Васильевна Музяковсен çут тĕнчене хĕр пĕрчи, Татьяна, килнĕ. Малалла вулас...
Комментировать