Ача чухнехи çылăх
Аллă çултан иртсен, хама питех те çирĕп сывлăхлă, вăй-халлă туйнă вăхăтра, шалкăм çапрĕ. Медицина чĕлхипе ăна «инсульт» теççĕ, тепĕр майлă - пуç мимине кĕрекен юн тымарне «тромб» текен япала пăкăласа хуни. Тăшмана та сунасах килмест ăна - çав тери хăрушă, тертлĕ, асаплă чир. Ара, юн çитменнипе пуç мими клеткисем вилеççĕ те - «компьютер» ванать: алă-ура ĕçлеме пăрахать е татах та йывăртарах - куç курми, хăлха илтми пулать хăшĕ-пĕрин, чĕлхе çĕтни те пулкалать. Пуç мими - хăйнеевĕрлĕ пульт та ĕнтĕ вăл. Этемĕн шухăшлавне е ăс-тăнне çеç мар, мĕнпур хусканусене, ĕçне-хĕлне йĕркелесе тăрать. Ватлăха, çамрăклăха та уяса тăмасть теççĕ те çак йывăр чир, çавăнпа та сыхланса пурăнмаллине пĕлмеллех.
Мĕн ачаран спортпа туслă пулнă, пĕр ĕçрен те пăрăнман... Мĕншĕн килсе çапрĕ-ха ку чир? - çакăн пирки пуçа ватма тытăнтăм. Мĕншĕн çав тери йывăр айăпларĕ-ши мана Турă? Шухăшлаттарать... Хамăн пурнăçăн кашни утăмне, самантне аса илме тытăнтăм, хамăн çылăхсене шыраса, аса илсе ĕнтĕ. Суя-ултав - чи пысăк çылăх теççĕ. Çавăн евĕрлĕ пысăк çылăхах тунă-ши Турă çакнашкал асаплă та нумая тăсăлакан тĕрĕслев ярса пачĕ пулсассăн? Çитĕнсен, хам тĕллĕн пурăнма тытăнсассăн, йывăр çылăха кĕнĕ пĕр самант та аса килмерĕ: тĕрĕс пурăнма тăрăшнă - чăнахах та. Ача чухне вара?.. Пулнăччĕ çав...
Тăван чĕлхе урокĕ пуçланнăччĕ. Юратнă ку урока. Пурте. Ара, Анфиса Васильевна кашнинчех ăса, пурнăçа вĕрентекен ытарлă юмах-калав, чăн-чăнах пулни-иртни çинчен пурне те тыткăнламалла каласа кăтартатчĕ. Хăлхасене тăратсах, сывламасăр тенĕ пек киленсех итлеттĕмĕр...
Кĕтмен çĕртен класс алăкĕ уçăлчĕ те - ялти пуçламăш шкул директорĕ Иван Максимович, пирĕн учительницăн мăшăрĕ, вăр-вар кĕрсе тăчĕ /тăприсем çăмăл пулччăр!/
- Петрова! - чĕнчĕ вăл. - Петрова Лидия, тух-ха доска умне!
Ман хыçра иккĕмĕш парта хушшинче Шахтерпа /пиччĕшĕн шахтер калпакне тăхăнса çÿретчĕ те/ юнашар ларакан хĕрача хăвăрт ура çине тăчĕ те директор умне тухрĕ. Малалла вулас...
Комментировать