ХАКЛАВ /Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ пирки/

11 Сен, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ пирки çĕршыври ятлă-сумлă çынсен шухăшĕсене малалла пичетлетпĕр.

Константин КОСАЧЕВ, Федераци Канашĕн çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ:

- Эпĕ ку хыпара Чăваш Ен аталанăвне хаклани пек йышăнатăп. Ăнланмалла: рейтинга кашни уйăхра ирттереççĕ. Пĕлте­рĕш­ли кунта - туртăну, çак туртăм ырă пулни. Михаил Васильевич Игнатьев ку рейтингра та, ыттисенче те çÿлелле çирĕппĕн хăпарать. Çакă республика Раççейре чылай кăтартупа лайăх енчен палăрнине, çĕршыври вăтам аталануран малта пынине çирĕплетет. Кĕскен каласан, тĕллевсене палăртать те хăвăрт, тулаш çăлкуçсене мар, хăйĕн вăйне шанса, пултаруллă, ăслă çынсен хăватне тĕпе хурса республикăна çĕнĕ инвестицисем илсе килме майсем туса парса аталанас тĕлĕшпе тĕслĕх кăтартать. Ку енĕпе пăхсан, ман шухăшăмпа, çак йышăну вырăнлă тата тивĕçлĕ. Вăл республикăра Михаил Васильевич Игнатьев ертсе пыракан, тухăçлă ĕçлеме пултаракан хăватлă команда йĕркеленнине çирĕплетет.

Альбир КРГАНОВ, ЧР Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, РФ Общество палатин членĕ:

- Манăн шухăшăмпа, çакă - питĕ пĕлтерĕшлĕ хаклав, мĕншĕн тесен Общество палати те, ытти орган та регион ертÿçисен ĕç-хĕлне сăнасах тăраççĕ. Михаил Васильевич паян, Раççее хирĕçле санкцисем çирĕплетнĕ тата экономика лару-тăрăвĕ тимлĕ пулма ыйтакан тапхăрта, рейтинга ÿстерме пултарни питĕ лайăх кăтарту. Çакă Михаил Васильевич регион гражданĕсемпе ялан уççăн калаçнипе, тĕплĕ ĕçленипе тата лару-тăрăва ăнлантарса пама пĕлнипе çыхăннă тесе шухăшлатăп. Ку, паллах, граждансем ăна шаннине кăтартакан паллă та. Общество палатин членĕ пулнă май çирĕплетсех калама пултаратăп: Чăваш Республикинче наци, тĕн хутшăнăвĕсем питĕ лайăх шайра, çав шай ÿссех пырать.

Владислав ИЛЬИН, вице-адмирал, «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăх ертÿçи:

- Питĕ тĕрĕс йышăну тесе шутлатăп. Çын халăхшăн, халăх интересĕсемпе ырлăхĕшĕн ниме пăхмасăр ĕçлет. Çамрăк ăрăва, уйрăмах çамрăксене, пысăк тимлĕх уйăрать. Çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парасси - офицерсен юлташлăхĕн, «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» регион общество организацийĕн ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Эпир Михаил Васильевичпа чылай ыйтăва пĕрле татса паратпăр. Регулярлă пĕр çар чаçĕ те çук республика виçĕм çул мобилизаци ыйтăвĕсемпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çакăн пек тĕллевлĕ ĕçсем, çитĕнÿсем тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетеççĕ. Çавăнпа рейтинг картлашкипе çÿлелле хăпарни те вырăнлă.

Андрей ДАНИЛЕНКО, Раççейри сĕт туса илекенсен наци союзĕн правленийĕн председателĕ:

- Раççейри предпринимательсен пĕр­лĕхĕшĕн Чăваш Ен инвестицисем хывма чăннипех те ăнăçлă регион пулса пырать. Ку енĕпе Михаил Игнатьевăн тÿпи уйрăмах пысăк. Вăл республикăри мĕнпур ĕç-хĕле хăй сăнаса-пăхса тăрать.

Теги: