Асăрханулăх çинчен ан манăр!
Пахчаçимĕç ÿстересси çăмăл мар. Ăна пухса илнĕ хыççăн упрасси те ансатах мар. Чылайăшĕ улма-çырлана, купăста-кишĕре нÿхрепре хĕл каçарать. Унти температура 0-5 градус, нÿрĕк виçи 80-95 процент тивĕçлĕ шайра тăрать. Шел те, хăшĕ-пĕри управ вырăнне хĕллене хатĕрленĕ чухне хăрушсăрлăх пирки манать. Çавна май сахал мар инкек сиксе тухать. Акă нумаях пулмасть Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркассинче тăватă çын нÿхрепре наркăмăшланса вилчĕç.
Нÿхрепсемпе путвалсене хĕле хатĕрленĕ чухне шута илмелли хăрушсăрлăх правилисем çинчен ЧР Профилактика, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ Елена ЕГОРОВА каласа кăтартма килĕшрĕ. Малалла вулас...
Комментировать