Кивĕ Эйпеçсем, курнăçсан, театр çинчен калаçаççех

4 Сен, 2015

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Виталий Никишина чăвашлăхпа çыхăннă мĕнпур ыйту канăç памасть. Тăван чĕлхепе çĕнĕ кĕнеке тухнă - туянма васкать, Шупашкарти чăваш театрĕсенче çĕнĕ спектакль лартаççĕ - çитсе курма хыпаланать. Тăван чĕлхепе пичетленекен чылай хаçат-журнала çырăнса илет тата вăл. Килти хушма хуçалăхри ĕç-пуçа тирпейлесен вара драма кружокне васкать. Спектакльсенче вылянисĕр пуçне хăй те вырăнти «театр» валли пьесăсем çырать.

Виталий Никитич вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕр çул ялти вулавăшра ĕçленĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститута филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Çав çулсенче Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнă та - университет студенчĕ пулса тăнă. Университет пĕтернĕ хыççăн çамрăк специалиста хăйсен тăрăхĕнчи Суйкăн шкулне ĕçлеме яраççĕ. Унта вăл чăваш тата вырăс чĕлхисене кăна мар, истори те, географи те вĕрентет. Виçĕ çул иртнĕ хыççăн Виталий Никитич тăван ялне таврăнать. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.