«Вутпа çулăм» тĕрĕслевĕ

1 Сен, 2015

«Диверсие пула взрыв кĕрленĕ, нефть продукчĕсен резервуарĕ сиенленнĕ май мазут юхса тухнă, тивсе кайнă...» - çакнашкал хăратакан сценарипе пуçланчĕ иртнĕ кĕçнерникун «Т Плюс» ПАОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦĕнчи пушара хирĕç тренировка. Унта пушар хуралĕн подразделенийĕсем те хутшăнчĕç.

Вĕсем - хăйсен ирĕкĕпе

Инкек пирки тÿрех «01» телефонпа пĕлтерчĕç - пушарнăйсем çул çинче ĕнтĕ. Вĕсем çитиччен вара хăйсен ирĕкĕпе пушарпа кĕрешекен ушкăна кĕнĕ çынсене пухаççĕ. Çак ушкăн станцин сменăри ĕçченĕсенчен тăрать, кашни минут хаклă та - чи малтан вут-çулăмпа вĕсем кĕрешме пуçлаççĕ. Акă дежурнăй слесарь хапха патне чупать: вăл кунти çулсене, шыв çăлкуçĕсем ăçтине пĕлет - пушар подразделенийĕсене кĕтсе илĕ, вĕсене вут-çулăм алхасакан вырăна ăсатĕ. Пушар дружинин членĕсем вара «çунакан» резервуар патне васкаççĕ.

Чăн та, тренировка пуçламăшĕ пирки комментари панă май станци директорĕ Сергей Столяров йышăнать: кунашкал пушарпа, паллах, хамăр вăйпа кăна кĕрешеймĕн. Асăннă ушкăнăн арсеналĕ самай пуян: кăпăк генераторĕсем, огнетушительсем, хăйăр, пĕрĕхекен шыв, анчах çакă кăна çителĕксĕр. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: резервуар диаметрĕ /унашкаллисем кунта тăваттă/ - 46 метр, çÿллĕшĕ - 12-е яхăн. Кашнине 20 пин тонна топливо кĕрет! Çапла, станцире паян çутçанталăк газĕ çунтараççĕ, мазут резерв топливи вырăнĕнче кăна, çавăнпа резервуарсене «тÿпелесе» тултармаççĕ. Çапах «çунаканнинче» кăна - 8 пин тонна мазут, çакнашкал хранилище тивсе кайтăр-ха - хула кисренĕ. Апла пулин те персонал кал-кал ĕçлет - хăйĕн тивĕçĕсене кашниех пĕлет. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.