Аш радиациллине уççăн каларăм

28 Авг, 2015

Ветврач специальноçне суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместĕп. Малтан Вăрнарти зооветтехникумра вĕрентĕм. Выльăха сиплеме Е.А.Андреева, Н.С.Семенова, Н.Р.Валеева-Осипова, Р.О.Осипов преподавательсем лайăх пĕлÿ пачĕç. Техникум пĕтерсен чылайăшĕ Хусанти ветеринари институтне кĕнĕ. Диплом илсен Л.П.Федотова-Петрова, В.И.Ильин тата эпĕ республикăн Ветеринари лабораторийĕнче ĕçлерĕмĕр. Р.Л.Евдокимов, Г.Д.Михеев, ыттисем Чăваш Ен тулашĕнче вăй хучĕç. Пурте çĕршыва усă пачĕç.

Хăшĕ-пĕри çинчен çырса кăтартас килет. Республикăн ветеринари лабораторийĕн директорĕпе Б.И.Игнатьевпа ерекен чире сарăлма парас мар тесе ял тăрăхĕсенче нумай тăрăшрăмăр. Районсенче час-часах пултăмăр. Пĕррехинче мана çапла каларĕ: «Ĕç мелне лайăх пĕлетĕн. Ытти специалистăн санран ырă тĕслĕх илмелле. Шел те, сана нумайăшĕ ăмсанать».

Борис Игнатьевич пурнăçран тахçанах кайнă ĕнтĕ. Çапах унăн ырă сăнарĕпе ĕçри пултарулăхĕ асран тухмасть. Карьерăна малти вырăна лартакан ертÿçĕсем ăна пуçлăхран кăларассишĕн пĕрре çеç мар тапăнчĕç. Хăйсене çемçе пукан çине пĕлÿпе ăсталăха пăхса мар, пĕчĕк ушкăн тĕллевĕсене пурнăçлама лартрĕç. Малалла вулас...

Нина ГРЕЧКО,

ветеринари ĕçĕн ветеранĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.