«Трактористсен» шанăçĕ тата «хăратман» глифосат
Шупашкарти трактор завочĕ çийĕн капланнă хура пĕлĕтсем сирĕлес шанăç çуралать - çапларах пĕтĕмлетме пулать-тĕр ĕнер ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин журналистсем валли ирттернĕ брифингри калаçăва.
Аса илтерер: вун-вун миллиард тенкĕлĕх пысăк кредитсене пула укçа çаврăнăшне тивĕçтерейменнине кура «Промтрактор» производстви йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Халь шăпах кредиторсем тĕлĕшпе ырă улшăну пур. Вĕсен шучĕ пысăк пулнă: банксем, коммерци организацийĕсем, çав шутра чикĕ леш енче вырнаçнисем - 16 таранах. Халь вара кредиторсенчен пĕри, Тулашэкономбанк, ыттисен кредит парăмĕсене туяннă. Пуринне те мар, ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ, çапах шăпах ВЭБ «Трактор завочĕсем» концернăн тĕп кредиторĕ пулса тăнă. «Вунă кредиторпа калаçассинчен пĕринпе калаçасси чылай çăмăлрах», - терĕ кун пирки министр.
Халĕ концернăн кредит портфельне йĕркелес ĕç пырать. Паллах, кредитăн тĕп парăмĕ пĕр алăра пулни парăма каçарассине пĕлтермест, ăна пурпĕр тÿлеме тивĕ. Çапах уçăмлăх пур, çак утăмсăр «трактористсем» çĕнĕ кредит илейместчĕç. Тинех банк çулталăк вĕçнелле производство валли кивçен татах парас шанăç çуралать. Укçа производствăна кал-кал ĕçлеттерсе яма сывлăш пекех кирлĕ. Концерн тытăмĕнчи темиçе предприяти - Шупашкарти агрегат завочĕ, металл шăратакан завод - тÿрремĕнех «Промтракторпа» çыхăннине шута илсен трактор завочĕ йывăрлăхран тухни çав предприятисене те чылай ăнăçлăрах ĕçлеме май парĕччĕ. Концернах кĕрекен «Промтрактор-Вакун» лару-тăрăвĕпе те кăсăклантăмăр. Владимир Аврелькин çĕршыври экономикăри япăх туртăмсене кура груз турттарасси чакнă май вакунсем сутăнасси пĕчĕкленнине йышăнчĕ, анчах Канашри завод та пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕ йышши продукци кăларма хатĕрленес енĕпе те ĕçлет. Сăмахран, цистернăсене кустăрмасем çине лартасшăн - ку рынок хальлĕхе тулли мар-ха.
Укçа çаврăнăшĕ кирлĕ пек йĕркеленсенех, министр палăртнă тăрăх, «Промтрактор» виçĕ сменăпа ĕçлесе кайма пултарать. Мĕншĕн тесен персонал, технологи площадкисем пур. Чи кирли - саккассем нумаййи. Трактор завочĕ иртнĕ çулсенче уйăхсерен 50 трактора яхăн туса кăларнă. Паян предприятин саккассен портфелĕ - тăватă уйăхлăхах. Хальхи вăхăтра заводра лару-тăру çăмăл мар, çапах вăл пурпĕр ĕçлет. Журналистсем комбайнсем туса кăларни пирки ыйтнине хуравланă май Владимир Александрович производствăна йĕркеленине палăртрĕ, анчах каллех укçа çаврăнăшĕ çукки ура хурать. Малалла вулас...
Комментировать