Профессие те суйлама пĕлмелле
«Ачасемпе çамрăксен професси суйлавĕ - Чăваш Республикинчи патшалăх политикин приоритечĕ» шăпах çак темăпа иртрĕ кăçал республикăри вĕрентÿ ĕçченĕсен август уйăхĕнчи канашлăвĕ. Унта педагогсемпе пĕрлех влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, вĕрентÿ организацийĕсемпе общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, ĕç паракансемпе ветерансем хутшăнчĕç.
Конференцин малтанхи пайĕнче «çавра сĕтелсем» ĕçлерĕç: пĕтĕмпе 13 секци, 2 пин ытла çын. Ачасем пулас профессие тĕплĕн шухăшласа суйлаччăр тесен килтисен тата шкулта ĕçлекенсен мĕн тумалла, профильлĕ вĕрентĕве хăш ÿсĕмрен пуçламалла, ĕç рынокĕ тата кадрсем хатĕрлес тытăм хушшинчи шайлашусăрлăха хăвăртрах мĕнле пĕтермелле - шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç дискусси площадкисенче. Çавăн пекех çамрăксене професси суйлама пулăшас тĕллевпе шкулсемпе вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче партнер хутшăнăвĕсем йĕркелессине тишкерчĕç, профориентаци ĕçĕн тĕрлĕ мелĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Малалла вулас...
Комментировать