Етĕрнесем, эсир ĕçре те маттур, канура та сатур
Çакăн пек пĕтĕмĕшле ят парас килчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Етĕрне хулипе районĕн ĕç-хĕлĕпе паллашни, çыннисемпе курнăçни, вĕсен хастарлăхне хак пани çинчен хатĕрленĕ репортажа. Ахальтен çирĕпленмерĕ çак шухăш.
Часовня та, палăк та
Пупăлькассисене халĕ такам та ăмсанĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен çуралнă кĕтесе каялла таврăнма пÿрмен çывăх çыннисене пуç тайма сăваплă икĕ вырăн пур - часовньăпа палăк уçăлчĕç. Пĕр вăхăтра. Ял йĕркеленнĕренпе 220 çул çитнине халăхпа палăртнă кун.
Кунта ĕмĕрлекен халăха çак ятпа саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пыракан йышлă делегаци килсе çитрĕ. Йышра - Чăваш тата Шупашкар епархийĕн митрополичĕ Варнава владыка, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ытти хаклă хăнасем. Вĕсене район тата Мăн Явăш ял тăрăхĕн ертÿлĕхĕ тăван халăхăмăрăн ырă йăлипе - çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа - кĕтсе илчĕ. Савăнăçлă митинг Варнава митрополит халăх вăйĕпе çĕкленнĕ часовньăна сăвапланинчен пуçланчĕ. «Ĕненÿсĕр пурăнма йывăр», - терĕ вăл Пупăлькассисене палăртнине пурнăçа кĕртнĕшĕн, пуçарулăхшăн, хастарлăхшăн тав туса.
Ял йĕркеленнĕренпе 220 çул çитнĕ ятпа Михаил Игнатьев Пупăлькассисене ăшшăн саламларĕ: «Хăв пурăнакан тăван кĕтес шăпишĕн пăшăрханни, малашлăхĕшĕн хавхаланни пĕтĕм ял халăхне уявăн тулăх кĕрекине пуçтарчĕ. Тăван халăхăмăр яланах çутă тĕллевлĕ, çирĕп кăмăллă пулнă. Тата - ĕçчен. Çакă пире умри йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла утма пулăшать те. Чăваш халăхĕ пĕрле йывăр ĕçре тар тăкнă, уяв çитсен кĕрекере савăннă...»
Михаил Васильевич Совет халăхĕ пĕр пулса тăшмана çапса аркатнăранпа, рейхстаг çинче Çĕнтерÿ ялавĕ çĕкленĕренпе кăçал 70 çул çитнине республикăра анлăн та чыслăн палăртни çинчен каларĕ, юбилей тĕлне вуншар палăка çĕнетнине, çĕнĕрен нумай çĕкленине пĕлтерчĕ. Пĕчĕк Пупăлькасси ялĕнчен кăна, авă, 68 паттăртан çурри ытла çапăçу хирĕсенче выртса юлнă. Хыпарсăр çухалнисем те нумай. Вĕсене пĕр самант шăп тăрса асăннă хыççăн Варнава митрополитпа Мăн Явăшри чиркÿ настоятелĕ Александр иерей молебен ирттерчĕç.
Ял уявĕ малалла укăлчари улăхра тăсăлчĕ. Кунти кашни йăх хăйĕн «картишне» йĕркеленĕ. Çерем çине сарнă пир тăрăхĕсем кĕрсе тухма, хăна пулма чĕннĕнех туйăнаççĕ. Уяв пĕтĕмĕшле вăйă картипе уçăлчĕ. Михаил Игнатьев та, Вадим Николаев сенатор та, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин тата ыттисем те, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен хапăл туса килнĕ хăнасем те алран алă тытăнса чăваш юррин çеммипе утса çаврăнчĕç. Кун пек уявăн кăмăлне çырса кăтартма та питĕ хĕн, вырăнта пулса халăхпа пĕрле савăнни чылай аванрах пулни çинчен çырнипех çырлахма тивет.
Уяв, паллах, чыславсăр пулмасть. Михаил Васильевич ĕçри хастарлăхшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн «Союз» ЯХПК председательне Петр Столярова тата Чăваш наци конгресĕн Етĕрне районĕнчи уйрăмĕн хастарне Виталий Гурьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне пачĕ. «Выльский» ЯХПКн тракторпа уй-хир бригадин бригадирĕ Зоя Быкова «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, Елизавета Павлова «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» удостоверение тивĕçрĕç.
Владыка митрополит уйрăмах хастаррисене Архирей Хисеп хутне пачĕ. Ку наградăна тивĕçнисен хушшинче ЧНК вице-президентне Валерий Клементьева курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Валерий Леонидовича çавăн пекех «Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа та саламларĕç уява пухăннисем.
Ячĕ - яланах чĕрере
Ĕçлĕ çулçÿревпе Етĕрне районĕнче пулнă май Михаил Игнатьев хăйĕн вĕрентекенĕ тесе хисеплекен Аркадий Айдак пурăннă тата тăрăшнă тăрăхра пулмасăр, Аркадий Павлович ентешĕсемпе курса калаçмасăр, унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хумасăр, паллах, пултараймарĕ. Çакăн çинчен пĕлнĕ çынсем Мăн Шемертен тăрăхĕн администрацийĕ умĕнче йышлăн пухăннăччĕ. Тури Ачаксем хăйсен мухтавлă ентешне асрах тытаççĕ. Ара, Аркадий Павлович хăйĕн пуçарулăхĕпе, ăслăлăхĕпе, хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе республикăра кăна мар, ун чухне пулнă Совет Союзĕнче те палăрнă: Раççей Федерацийĕн культурăн тата Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР халăх депутачĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, чылай орден кавалерĕ... Кĕскен каласан - чăваш халăхĕн чăн-чăн мăнаçĕ. Малалла вулас...
Комментировать